Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ялан сыхă пулмалла

Ялан сыхă пулмалла

Районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров пулчĕ.

Пирваях вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа курса калаçрĕ. Тĕл пулу вăхăтĕнче ертÿçĕсем тĕрлĕ чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухас пулсан халăха хÿтлĕхпе тивĕçтерессипе çыхăннă тата ытти тĕрлĕ ыйтусене тишкерчĕç.

В.Петров районти 44-мĕш номерлĕ пушарпа çăлав службин коллективĕпе те курнăçрĕ. Чăваш Республикин 2020-2025 çулсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн Комплекслă программин енĕсене тишкересси тĕп темăсен шутĕнче пулчĕ. Çавăн пекех гражданла оборонăпа тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе çыхăннă республика тата район шайĕнчи пулăмсене те сÿтсе яврĕç.

– Районти чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярассишĕн яваплă подразделенисен сиксе тухма пултаракан кирек хăш инкеке те вăхăтлă сирсе яма, халăх нушана лекес пулсан ăна пулăшма, унăн сывлăхĕпе пурнăçне упраса хăварма хатĕр пулмалла, – калаçăвне пĕтĕмлетнĕ май палăртрĕ Вениамин Иванович.

Кăçал Чăваш Республикин пушара хирĕç кĕрешекен служби 15 çул тултарчĕ. Çавна май коллективри Алексей Андреев, Александр Андреев, Владимир Сазонов, Вячеслав Трофимов, Валерий Григорьев юбилей медалĕсене тивĕçрĕç. Çывăх вăхăтра çак медальпе коллективри кашни ĕçченех чыслама палăртаççĕ.

В.ГРИГОРЬЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code