Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Фестиваль çĕнтерỹçисем

Фестиваль çĕнтерỹçисем

Декабрĕн 3-мĕшĕнче çулсеренех пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне паллă тăваççĕ. Унăн тĕллевĕ — сусăрсене обществăра тимлĕх уйăрасси, вĕсене май килнĕ таран пулăшасси.

Сывлăх енчен хавшакрах пулсан та вĕсем мал ĕмĕтлĕ. Чылайăшĕ хăйсен пултарулăхĕпе ăсталăхне республикăра çулсерен иртекен спорт ăмăртăвĕсенче кăтартаççĕ.

Кăçал та Çĕнĕ Шупашкарти спорт комплексĕнче сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакрах ачасем тĕрлĕ ăмăртура вăй виçрĕç. Республика шайĕнчи ăмăртăва Данил Еремеев (Элекçей Тимеш), Станислав Антонов (Елчĕк), Максим Изратов (Кавал), Алексей Плотников (Кипеç), Никита Шапошников (Таяпа Энтри) тата 18 çултан иртнĕ Василий Муравьевпа (Çирĕклĕ Шăхаль) Андрей Петров (Патреккел) хутшăнчĕç. Çуран чупса Андрей Петров арçынсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Вăл медаль, диплом тата укçан преми илме тивĕç пулчĕ. Калас пулать, Андрей районти массăллă ăмăртусене те хастар хутшăнать. Елчĕксем шашкăлла выляса та çурма финала тухрĕç.

Фестивале хутшăннисем хуларан тулли кăмăлпа таврăннă. Вĕсене парнесем парса савăнтарнă.

Лаш Таяпари стационар пулăшăвĕ илекен уйрăмри ветерансем вара Йĕпреçри интернатра иртекен фестивале хутшăннă.

З.ОРЛОВА,
халăха пулăшу паракан центрăн уйрăм заведующийĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: ăмăртăва хутшăннă Елчĕк район команди.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code