Среда, 4 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ветеринари докуменчĕсем — электронлă майпа

Ветеринари докуменчĕсем — электронлă майпа

Юлашки вăхăтра «электронлă майпа» ăнлав пурнăçа çирĕп кĕрсе пынине нумайăшĕ туйса та илчĕ пулĕ. 2018 çулта ветеринари докуменчĕсене те çакнашкал меслетпе хатĕрлеме тытăнĕç. Республикăра ветеринари докуменчĕсене электронлă майпа хатĕрлесси вăй илсе пырать.

Кăçалхи çул — куçăм тапхăрĕ шутланать. Хальлĕхе хут çинче те ветеринари сертификачĕсене илме май пур. Анчах 2018 çултан тытăнса ветеринари докуменчĕсем электронлă формăпа кăна пулĕç.

Электронлă ветеринари сертификацийĕпе (ЭВС) çыхăннă «Меркурий» тытăма Россельхознадзор хатĕрленĕ. Ку тытăм апат-çимĕç «историне»: уй-хиртен пуçласа сĕтел çити таранах пĕлме май парать. Тĕрĕсрех каласан, тавар Чăваш Ене çитсе ĕлкĕреймен-ха, ăна вара кам, хăçан туса кăларнине кăна мар, ăçта тата мĕн чухлĕ сутнине те пĕлме пулĕ.

Çак системăра ĕçлеме тытăнма ятарласа тỹлеме кирлĕ мар. Чи кирли — интернет. Унта кĕмешкĕн Россельхознадзор ирĕк парать. Чăннипе, юлашки вăхăтра çакăн çинчен ыйтса çырнисем уйрăмах нумай килме тытăнчĕç.

Халăхпа тĕл пулса калаçнă хыççăн ЭВС пирки сахал мар ыйту пурри палăрчĕ. Чылайăшĕ çак çĕнĕлĕх продукци туса илекенсене тата сутакансене пырса тивет тесе шутланă. Тĕрĕсех. Анчах та продукцие туса кăларакан тавара ăçта ăсатнине те ветеринари докуменчĕсенче палăртмалла-çке.

Ку тытăм пĕр енлĕн ĕçлеймест. Пĕр енĕ продукци туса кăларакан пулсан, тепри — ăна йышăнакан. Шăпах йышăнакан ен çак çĕнĕлĕх пирки пĕлсех кайман иккен. Кунта чи малтанах сывлăх сыхлавĕн, вĕренỹ учрежденийĕсем тата ыттисем пирки сăмах пырать.

Çак йĕркене кĕрсе, унта ĕçлеме пуçламашкăн вара питĕ сахал вăхăт юлать. Вăхăт çук тесен те юрать. Паянах заявлени çырмалли куç кĕрет.

Вăхăт хĕсĕк пулнине Елчĕк районĕнче туйса тăраççĕ. Хуçалăхсен, вĕренỹ тата сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен, усламçăсен те ыйтусем çуралнине кура Елчĕксем ятарласа семинара пухăнчĕç.

Палăртмалла, ку тăрăхри ветеринари специалисчĕсем ветеринари докуменчĕсене электронлă формăпа парассине тивĕçлĕ шайра йĕркеленĕ. Пĕтĕмпе 950 яхăн хуçалăх, шкул, ача сачĕ, бюджет учрежденийĕ тата ыттисем ку системăра ĕçлеме ирĕк илнĕ ĕнтĕ. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари станцийĕн пуçлăхĕ Ирина Николаева каласа панă тăрăх, электроэнерги пулмасан та ку енпе ĕç чарăнса лармĕ. Ятарласа генераторсем туяннă. Кирлĕ çĕрте çĕнĕ принтер, компьютер лартнă. Ку енĕпе кăлтăксем сиксе тухасран ытти районсенче те çапла пулмалла та.

«Куç хăрать те, алă тăвать», — тенешкел, çак системăна кĕрсе ĕçлеме тытăниччен темĕн чухлĕ ыйту тухса тăрать. Хăнăхса пынăçемĕн ăнланман самантсем пĕтсе пырĕç», — теççĕ специалистсем. Ĕçленĕ май ыйтусем тухса пырсан Россельхознадзорăн республикăри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕнче тĕплĕн хуравлĕç: (8352) 54-55-59, (8352) 52-72-18, (8352) 53-92-28.

Надежда ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн республикăри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code