Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Наци стратегийĕ — ачасене хỹтĕлесси, тимлĕх уйăрасси

Наци стратегийĕ — ачасене хỹтĕлесси, тимлĕх уйăрасси

Чăваш Ен Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕсене ырласа йышăнчĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пĕлтернĕ Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмпа вĕçленет. Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршыв демографи политикине лайăхлатас тĕллевпе ултă çул-йĕр палăртрĕ. Чăваш Ен ертỹçисем Президент каланисене хавхаланса йышăннипе пĕрлех ăна хăйсен хушăвĕсемпе те пуянлатрĕç.

Ашшĕ-амăшне, паллах, ачана пăхса çитĕнтерес, воспитани, пĕлỹ парас ыйту канăç памасть. Урăхла каласан, пепкен пуласлăхĕ хумхантарать. Çак вăхăтра укçа-тенкĕ енчен хавхалантарни вĕсемшĕн пысăк тĕрев пулĕ.

Асăннă ыйтусем çĕршыв, республика ертỹçисемшĕн те ют маррине вĕсем çак проблемăсене татса парас тĕлĕшпе юлашки вăхăтра витĕмлĕ йышăнусем туни уйрăмах лайăх çирĕплетет. Владимир Путин пуçарусемпе тухнипе пĕрлех вĕсене пурнăçлама хушусем пачĕ.


РФ Президенчĕ Владимир ПУТИН:

— Демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе 2018 çулхи январь уйăхĕнчен пуçласа Раççей çемйисене хавхалантарас тĕлĕшпе çĕнĕ йышăнусем ĕçе кĕртме пикенмелле. Пĕрремĕшĕ — çемьере пĕрремĕш ача çуралсан пепке çулталăк çурă тултариччен ашшĕ-амăшне уйăхсерен укçа тỹлесе тăмалла.


Январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пирĕн çĕршыври 60 регион çемьере виççĕмĕш ача çуралнăшăн е усрава илнĕшĕн федераци центрĕнчен уйăхсерен укçа-тенкĕ илсе тăрĕ. Вĕсен йышне Чăваш Ен те кĕнĕ. Маларах республика ертỹçисем тĕп хуламăра ача çуратаслăх коэффициентне пăхса тухас ыйтупа пĕрре мар тухнă пулнă. Çапла вара Раççей Правительстви пирĕн проблемăсене тивĕçлипе татса панă.

Нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ çеç мар, çемьере пĕрремĕш ача çуратакансем те уйăхсерен укçан пулăшу илсе тăрĕç.

Адреслă тỹлеве панă чухне çемье тупăшне шута илĕç. Малтанхи хаклавсем тăрăх пулăшăва çемьен пĕтĕмĕшле тупăшĕ 30 пин тенкĕрен иртмесен тивĕçĕç. Пурăнма кирлĕ виçепе танлашакан уйăхсерен тỹлекен пособие республикăри 4500 çемье илсе тăрĕ.

Çамрăксемшĕн çурт-йĕр ыйтăвĕ яланах çивĕччисенчен пĕри пулнă. Халĕ те çаплах. Владимир Путин ку ыйтăва çăмăллатас тĕлĕшпе ятарлă ипотека программине ĕçе кĕртме сĕннĕ. Çитес çул иккĕмĕш е виççĕмĕш ача çуратакансене ипотека кредичĕн процентне саплаштарма субсиди уйăрĕç. Çакă вара строительсене те тулли хăватпа ĕçлеме майсем туса парĕ.

Раççей Президенчĕ Амăшĕн капиталне тỹлессине тата тăватă çула тăсма йышăннă. Асăннă ыйту унчченех çынсене хумхантаратчĕ-ха. Халĕ ку енĕпе те уçăмлăх пур. 2021 çулччен тăснă программăна çĕнĕлĕхсем те кĕртнĕ.

Президент палăртнă тепĕр тĕллев вăл — ачасене икĕ уйăхранах яслисене вырнаçтармалли майсем туса парасси. Çакă ашшĕ-амăшне ĕçе тухма майсем туса парĕ. Владимир Путин ку енĕпе икĕ уйăхран пуçласа виçĕ çулчченхи пепкесен яслийĕсенче черете пĕтермеллех тесе палăртнă.

Çавăн пекех Президент хушăвĕпе килĕшỹллĕн ача-пăча больницисене реконструкцилессипе, хальхи шайри перинаталь центрĕсем тăвассипе пысăк программа ĕçлеме пикенĕ.

Чăваш Ен ертỹçисем Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕсене ырласа йышăннипе пĕрлех ача çуратакансене хавхалантарас тĕлĕшпе хушма йышăнусем тунине те палăртма кăмăллă. Акă, Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2017 çулта тата каярах çуралнă çемьесенчи виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн уйăхсерен ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа укçа тỹлесси çинчен калакан указа алă пуснă. Пулăшупа 1300 çемье усă курĕ. Çак тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн резерв фондĕнчен 25 миллион тенкĕ укçа уйăрнă.

2021 çулччен регион шайĕнче амăшĕн капиталне парассине тăсни те савăнтарать. Çакнашкал йышăнусем, паллах, çамрăксемшĕн ыранхи кунра шанăç çуратаççĕ.

РФ Президенчĕ Владимир Путин Ачалăх вунă çуллăхĕ тесе пĕлтернĕ тапхăрта тавралăх ача-пăчан хаваслă куллипе тата чуна уçакан калаçăвĕпе савăнтарасса шансах тăратпăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code