Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шупашкарта — Тĕнче кубокĕ

Шупашкарта — Тĕнче кубокĕ

Шупашкарта ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе хĕрарăмсен хушшинчи Тĕнче кубокне çĕнсе илессишĕн тĕнчери чи вăйлă 8 команда — Япони, Китай, АПШ, Швеци, Монголи, Азербайджан, Раççей, Украина — хутшăннă.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекен хĕрсем тĕп парнене çĕнсе илессишĕн сакăр виçере тупăшнă. Виçĕ раунд пĕтĕмлетĕвĕпе финала Японипе Китай командисем тухнă. Юлашки тупăшу 4:4 шутпа вĕçленнĕ пулсан та Япони çĕнтернĕ тесе йышăннă. «Бронзăшăн» Монголипе АПШ командисем кĕрешнĕ, виççĕмĕш вырăна Монголи спортсменĕсем йышăннă. Раççей команди пиллĕкмĕш вырăна тухнă. Тĕнче кубокĕ çỹллĕ шайра иртнĕ.

Тĕнче шайĕнчи ăмăрту Шупашкарта иртни пирĕн республикăра спорт кĕрешĕвĕ лайăх аталаннине çирĕплетет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code