Понедельник, 8 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Справка илес тесен

Справка илес тесен

Çын судпа айăпланнине е айăпланманнине çирĕплетекен справка ытларах патшалăх тата муниципалитет органĕсенче тăрăшакансене кирлĕ. Çакăн евĕр справкăна çавăн пекех патшалăх тата муниципалитет органĕсем те час-часах ыйтаççĕ.

Пирĕн районта пурăнакансем хăйсем судпа айăпланнине е айăпланманнине çирĕплетекен справкăна Чăваш Республикин ШĔМĕн Комсомольскинче вырнаçнă муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕнчен (заявленисене кашни кунах 9 сехетрен пуçласа 18 сехетчен йышăнаççĕ, апат вăхăчĕ 13 сехетрен пуçласа 14 сехетчен тăсăлать) е нумай функциллĕ центр урлă илме пултараççĕ. Ку чухне çумра паспорт, унăн копийĕ тата СНИЛС пулмалла.

Çак справкăна илес тесен граждансем заявление килтен тухмасăрах патшалăхăн пĕрлехи пулăшăвĕсем паракан портал урлă ярса пама пултараççĕ. Çапла тăвас тесен чи малтанах www.gosuslugi.ru сайтра регистрациленмелле.

И.ЖИРНОВА,
Елчĕк районĕнчи полици пайĕн сотрудникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code