Понедельник, 3 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сĕт хакĕ тивĕçтерет-и?

Сĕт хакĕ тивĕçтерет-и?

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви республикăри хушма хуçалăхсенчен туянакан сĕт хакне сăнасах тăрать. Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне халăхран 1 килограмм сĕте вăтамран 19,5 тенкĕпе пуçтарнă.

Чĕр тавар хакĕ сезонран килет. Çу кунĕсенче, сĕт нумай чухне, вăл йỹнелет, кĕрхи-хĕллехи тапхăрта вара ỹсет. Хака пахалăх та витĕм кỹрет. Чăваш Енри патшалăх ветеринари служби районсенче халăх сутакан сĕт пахалăхне тĕрĕсленĕ. Шел, чĕр таварăн 15-20 проценчĕ «Сĕт, сĕт юр-варĕн хăрушсăрлăхĕ çинчен» калакан техника регламентне тивĕçтермен. Тĕп сăлтавĕ — çимĕçе шывпа хутăштарни, çу, белок шайĕ пĕчĕк пулни.

Хушма хуçалăх тытакансемпе сĕт пуçтаракансем вăрах çыхăнса ĕçлекен, чĕр тавар пахалăхне куллен тĕрĕслесе тăракан ялсенче лару-тăру урăхларах. Вĕсенче пĕр-пĕрне шанни, çынсем паха продукци сутма тăрăшни сисĕнет. Шыв хутăштарса камăн намăс курас килтĕр? Çапах хальхи вăхăтра хака йĕркелекенни — тирпейлекен предприяти. Ăна кура ыттисен хаклатма е чакарма тивет. Сăмах май, Елчĕкри сыр завочĕн ĕç тăвакан директорĕ Ильнар Каштанов пĕлтернĕ тăрăх хальхи вăхăтра завода килекен сĕт пахалăхĕ япăх мар. Сĕтри çу хисепĕ базиспа палăртнинчен самай пысăкрах, тепĕр чухне 4 процент патне çывăх е унран иртсе каять. Йỹçеклĕхĕ те йĕркеллех.

Пĕрлешỹллĕ хуçалăхсенче сăвакан сĕт пăрăх тăрăх тỹрех сивĕтекен танкера лекнĕрен, унта нимле кирлĕ мар хутăш та лекеймест. Çавна май паха сĕтшĕн завод кăштах хушса тỹлет. Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче районти уйрăм предпринимательсем хушма хуçалăхсенчен 1 килограмм сĕте вăтамран 19-20 тенкĕпе туяннă.

Районти ветеринари станцийĕн ертỹçи Ирина Николаева вара сĕт туса илекенсем юлашки вăхăтра паха продукци илес тата сутас тесе тăрăшнине, анчах хăшĕ-пĕрисем сĕт çине шыв хушнине малтанхи вăхăтра чăнах тупса палăртнине пĕлтерет.

Хальхи вăхăтра Елчĕк тăрăхĕнче хатĕрлекен сĕт ытти районсемпе танлаштарсан самай пахарах! Юлашки эрнере туянакан сĕт хаклăрах пулни те çакнах çирĕплетет.

Тĕп специалист çирĕплетнĕ тăрăх, ветеринари специалисчĕсем сĕт пахалăхне тĕрĕсленĕ чухне халăха ĕнесене мастит чирĕнчен сыхланмалли майĕсене те палăртаççĕ, выльăх тытакансене профилактика мелĕсене ăнлантарса параççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code