Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕсене манмаççĕ

Вĕсене манмаççĕ

Аслă Елчĕкре ирĕклĕ майпа кĕрешессипе республика турнирĕ иртнĕ.

Ăна районти кĕрешỹсенче пĕрре мар çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ Валерий Петровичпа Валерий Георгиевич Черновсене, Юрий Орехова асăнса йĕркеленĕ.

Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый, Аслă Елчĕк ял пуçлăхĕ Валерий Афанасьев, Чăваш Наци конгресĕн спорт енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Виталий Васильев тата спорт тусĕсем саламланă.

Тупăшăва Елчĕк, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи, Шупашкар хулинчи кĕрешỹçĕсем хутшăннă. Спортсменсем 11 виçере вăй виçнĕ.

Хăйсен виçисенче Денис Иванов (Елчĕк), Юрий Прокопьев (Аслă Елчĕк), Антон Георгиев (Канаш районĕ), Никита Пыркин (Кушкă), Кирилл Порфирьев (Канаш районĕ), Станислав Мисяков (Аслă Елчĕк), Руслан Галошев (Кушкă), Михаил Тимофеев (Канаш районĕ), Денис Михеев (Кушкă), Илья Андреев (Шупашкар), Артем Антонов (Елчĕк) пĕрремĕш вырăнсене йышăннă.

Сергей Александров, Станислав Шавкин, Георгий Адюков тренерсен воспитанникĕсем ирĕклĕ майпа кĕрешсе çулран çул пысăк ăсталăх кăтартни савăнтарать. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене кубоксем, медальсем, грамотăсем, хаклă парнесем парса чысланă. Ăмăртăвăн спонсорĕсем — Аслă Елчĕкри ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăсталăхне хаклакансем.

Командăсемпе илес пулсан, пĕрремĕш вырăна Елчĕксем тивĕçлипе çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Комсомольски тата Канаш районĕсен командисем.

Аслă Елчĕкри культура çуртĕнче иртнĕ турнира хутшăнакансене, курма килнисене чăваш эстрада юрăçисем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă.

Н.ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code