Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Пултарулăх конкурсĕ

Пултарулăх конкурсĕ

Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕнче сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак çынсен пултарулăх конкурсĕ иртнĕ.

Унта пурнăçа юратакан, тĕрлĕ енлĕ ăсталăхпа палăракан ăшă чунлă çынсем хутшăннă. Елчĕк шкулĕнче вĕренекен Елена Сафронова, Элекçей Тимешри Даниил Еремеев хăйсен ал ĕçĕсене курава тăратнă. Яманчỹрелĕнчи Надежда Сергеева чăваш халăх юррисене юрлама ăста. Патреккелĕнчи Максим Никитин Типшĕм Сашук пултарулăхĕпе кăсăкланать, унăн мĕнпур юррисене пăхмасăр пĕлет. Вырăскассинчи Денис Дмитриев пухăннисене «Ах, аннеçĕм, анне» юррипе тыткăнларĕ. Аслă Елчĕкри 6 çулхи Надежда Яковлева Хĕл Мучипе Юрпикене кĕтсе илме хатĕрленнине сăвăсем каласа çирĕплетрĕ. Аслă Пăла Тимешри Егор Сальниковпа Андрей Капустин Пушкин сăввисене лайăх пĕлеççĕ. Энтепери Филарет Иванов ял çыннин çăмăл мар шăпи çинчен каласа пачĕ. Тăрăмри 72 çулхи Георгий Васильев «Çулçă тăкăнать кĕркунне» юрласа савăнтарчĕ.

Вăй-хал тĕлĕшĕнчен çирĕпех мар пулсан та паянхи пурнăçран юласшăн мар вĕсем. Çакă савăнтарать те. Маттурсем пурте медальсем, грамотăсем, хаклă парнесем илме тивĕç пулчĕç.

Культура ĕçченĕсем илемлĕ юрăсем юрласа вĕсене савăнăç парнелерĕç. Конкурса хутшăнакансене парнесем илме пулăшнă В.Изратов, С.Чернова, А.Миллин, Г.Никифорова спонсорсене тав тăватпăр. Галина Федоровна конкурса хутшăнакансене асăнмалăх сăн ỹкерчĕксем ỹкерчĕ, вĕсене кашнине тỹлевсĕрех кăларса парассине пĕлтерчĕ.

— Тата хăçан тĕл пулăпăр, питĕ хаваслă пулчĕ пире. Эпир те хамăра ыттисем пекех туйрăмăр, — тесе тулли кăмăлпа саланчĕç пирĕн хăнасем килĕсене.

З.КНЯЗЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code