Среда, 17 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çамрăк штангистсем пĕрремĕш

Çамрăк штангистсем пĕрремĕш

Иртнĕ шăматкун 2003 çулта çуралнă тата çамрăкрах арçын ачасемпе хĕр ачасем йывăр атлетсен республикăри «Шанчăк кубокĕ» турнира хутшăннă. Ăна Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Ю.М.Николаева асăнса кăçал тăваттăмĕш хут ирттернĕ.

Турнирта пирĕн районăн çамрăк штангисчĕсем ăнăçлă ăмăртнă. Елчĕксем 1886 очко пухса пĕрремĕш вырăна тухнă.

Хăйсен виçисенче А.Кисилев (Елчĕк), А.Панкратов (Кивĕ Эйпеç), Д.Перцев (Питтĕпел), А.Портнов (Аслă Пăла Тимеш), Н.Смирнов (Кавал), А.Сахров (Кивĕ Эйпеç), М.Яковлева (Кивĕ Эйпеç), К.Яковлева (Кивĕ Эйпеç) пĕрремĕш, Д.Портнов (Елчĕк), А.Овчинников (Аслă Пăла Тимеш), Д.Носов (Кавал), А.Абрамов (Кивĕ Эйпеç), А.Александров (Кавал) иккĕмĕш, Д.Казеев (Елчĕк) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Команда пухмачне М.Григорьев (Кавал), Н.Иванов (Кивĕ Эйпеç), Д.Казеев (Елчĕк) паха очкосем кỹнĕ.

А.ПОРТНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code