Четверг, 30 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Африка чуминчен асăрханар

Африка чуминчен асăрханар

Пăрачкав тăрăхĕнчи вăрман хуçалăхĕнче сыснасен Африка чумин вирусĕ ернĕ хир сыснине тупса палăртнă. Çавна май декабрĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пынипе Правительствăн выльăх чирĕ анлă сарăлассине хирĕç кĕрешекен чрезвычайлă комиссин черетсĕр ларăвĕ пулса иртнĕ.

Унта республикăри министерствăсемпе ведомствăсен, тĕрлĕ службăсен, районсен администрацийĕсен тата учрежденисен, ЧР Патшалăх ветеринари службин представителĕсем хутшăннă.

Ларура Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин ертỹçи С.Скворцов сăмах илнĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, вăрман хуçалăхĕнче карантин зонине палăртнă, асăннă вирус сарăласран кирлĕ мероприятисене йăлтах пурнăçланă. Сыснасен Африка чумине тупса палăртнă пулăм таварсене турттарас тата хуçалăхсен хушшинчи çыхăнăва аталантарас ĕç-хĕле пырса тивмĕ. Халăхран тата предприятисенчен сыснасене пуçтарса илесрен те шикленме кирлĕ мар, мĕншĕн тесен хăрушлăх кăларса тăракан зонăна яллă вырăнсем кĕмеççĕ, сыснасем усранă тĕслĕхсем çук. Çак вырăнта çут çанталăкпа усă курассине тата сунар ĕçне йĕркелессине анчах вăхăтлăха чарса хунă. Республикăри ытти районсен территорийĕсенче вара хир сыснисен шутне чакарма палăртаççĕ.

Чире сарăлма парас мар тесе Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби влаç органĕсемпе тата предприяти-организацисемпе пĕрле кирлĕ ĕçсене йăлтах пурнăçлĕç. Енчен те выльăхсем паллă мар сăлтавпа вилсен çакăн пирки халăха тỹрех вырăнти ветеринари службине пĕлтерме ыйтаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code