Суббота, 27 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мини-футболла вылянă

Мини-футболла вылянă

Иртнĕ вырсарникун «Улăп» сывлăха çирĕплетекен спорт комплексĕнче ял тăрăхĕсен командисем мини-футболла вылянă.

Ăмăртăва Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш, Лаш Таяпа, Курнавăш тата Тăрăм ял тăрăхĕсен командисем хутшăннă. Пĕрремĕш вырăна Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн команди çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Елчĕксемпе Курнавăшсем тухнă.

«Чи лайăх тапăнса вылякан» ята Александр Мижеров (Лаш Таяпа), «Чи лайăх вратарь» ята Михаил Дмитриев (Аслă Пăла Тимеш), «Чи лайăх хỹтĕленсе вылякан» ята Дмитрий Новиков (Курнавăш), «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята 9 мечĕке тапса кĕртсе Геннадий Петров (Елчĕк) тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code