Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çỹхе пăртан асăрханар

Çỹхе пăртан асăрханар

МЧС ĕçченĕсем хальхи вăхăтра юхан шывсем çирĕп шăнса çитейменнине хыпарласа халăха çỹхе пăр çине кĕме юраманни пирки асăрхаттараççĕ.

Сывлăш температури 0 градус тăнă чухне пăр çирĕплĕхĕ 30 градус сивĕ чухнехипе танлаштарсан 10-15 хут «вăйсăртарах». Пăр хулăнăшĕ пур çĕрте те пĕр пек мар. Çыран хĕрринче, шыв вăйлă юхакан, çăлкуç тапакан вырăнсенче вăл тата та çỹхерех. Шурлăхлă вырăнсем лайăх шăнманнине те палăртаççĕ специалистсем.

Çынсем пулă тытас тĕллевпе пухăнакан вырăнта е пĕр çыранран теприне çитес тесе сукмак хывакан тĕлте ятарлă табличкăсем е асăрхаттару аншлагĕсем вырнаçтармалла. Иртен çỹренĕн, паллах, «пăр çине кĕме юрамасть!» йышши асăрхаттару паллисене курсан вĕсене унта ахальтен çирĕплетменнине шута илмеллех. Хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманни кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта та çынсем суранланнин е вилнин сăлтавĕ пулма пултарать.

А.АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code