Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хаçат тусĕсем

Хаçат тусĕсем

«Вăхăтпа тан утакан хаçат», — теççĕ район хыпарçине чылай çул çырăнса илекен Кĕçĕн Таяпари Лида Спиридоновăпа Шăмалакри Зоя Кулакова.

Лида Петровна çуралса ỹснĕ тăван ялĕнче — Акчелте чухнех амăшĕ çырăнса илнĕ район хаçачĕпе кăсăкланнă. Каярахпа, чылай çул пуçласа шкула ура ярса пусакан ачасене вулама, çырма, шутлама… вĕрентнĕскер, «Колхоз ялавне», унтан «Елчĕк ене» юратса вуланă. Паян та район хаçатне çырăнса илсе унти кашни статьяна «шĕкĕлчет».

Зоя Даниловна район центрĕнчен инçетре пурăнать, çичĕ теçетке çула такăрлатнă пулсан та вăр-варлăхĕпе савăнтарать, редакцие кĕрсе тухма та вăхăт тупать. Вăл — пирĕн активлă ялкор. Унăн сăввисем час-часах район хаçатĕнче кун çути кураççĕ. Хăйĕн сăввисене тĕрлĕ смотр-конкурссенче те вуласа парать хастар хĕрарăм.

Сăн ỹкерчĕкре: Л.Спиридоновăпа З.Кулакова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code