Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çар комиссарĕ – Елчĕкре

Çар комиссарĕ – Елчĕкре

Райадминистрацин пуçлăхĕ Леонард Левый Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕпе Сергей Даниловпа тĕл пулнă. Вĕсем кĕрхи призыв кампанине пĕтĕмлетнĕ, çывхаракан çурхи призыв тата çар ĕçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене хускатнă.

Сергей Данилов çавăн пекех райадминистрацин ларусем ирттермелли залĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата çарпа учет енĕпе ĕçлекен специалистсемпе курнăçнă. Кунта калаçу пулас салтаксене çара хатĕрлесси, çурхи призыв кампанине тивĕçлĕ йĕркелесе ирттересси, çамрăксене çар заведенийĕсене вĕренме ярасси тата ытти тавра пынă. Çар ретне тăрасран пăрăнакансемпе ĕçлесси уйрăм калаçу пулнă.

Çар комиссариачĕн представителĕсем çарпа учет ĕçĕпе çыхăннă документацие те тĕрĕсленĕ. Районти призыв комиссийĕн председателĕ Леонард Левый тĕл пулăва пĕтĕмлетнĕ май организацисен представителĕсене пăхса тухнă ыйтусемпе тимлĕ пулма, призыв ĕçĕсене яваплăха туйса пурнăçлама чĕнсе каланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code