Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 5 «чỹрече» мелĕпе

5 «чỹрече» мелĕпе

Çак кунсенче Елчĕк районĕнче Федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров пулнă.

Чи малтанах вăл Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа курнăçнă, тĕл пулу вăхăтĕнче ертỹçĕсем Елчĕк районĕнчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн малтанлăх пĕтĕмлетĕвĕсене тишкернĕ.

Унтан тĕп инспектор Елчĕкри нумай функциллĕ центрта пулса кунта граждансене патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ парасси мĕнле шайра пулнипе паллашнă, ытти тĕрлĕ ыйтупа интересленнĕ.

2013 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче хута кайнă Елчĕкри нумай функциллĕ центрта пулăшу ыйтма килекен халăха тивĕçлипе йышăнас тĕлĕшпе условисем çителĕклĕ. Кунта ертỹçĕпе пĕрле пурĕ 6 ĕçчен тăрăшать, специалистсем граждансене 5 «чỹрече» мелĕпе йышăнаççĕ.

Халăха тата та тивĕçлĕрех условисенче йышăнас тĕллевпе 2018 çулта центра пысăклатассине, кунтах инвалидсене çĕнĕ пандус, килен-каян валли туалет тăвассине плана кĕртнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code