Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Елчĕк ачисем — Мускавра

Елчĕк ачисем — Мускавра

Декабрĕн 14-15-мĕшĕсенче Мускав хулинче Пĕтĕм Раççейри ораторсен конкурсĕн юлашки тапхăрĕ иртрĕ.

Ăна Якути Республики Раççей патшалăхне кĕни 385 çул тата Якут халăхĕн поэчĕ Семен Данилов çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă. Мероприятие икĕ чĕлхепе вĕренекен шкулсенчи ачасем вырăс чĕлхине пахалăхлă усă курас, аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Конкурса Саха (Якути), Пушкăрт, Тутар, Тыва тата Чăваш Республикинчи ачасем хутшăнчĕç. Çак йыша регионта çĕнтернĕ пирĕн районти тăватă вĕренекен те кĕчĕ. Конкурсра Елчĕк шкулĕнчи кадет класĕнчи 8 класра вĕренекен Екатерина Цыганова, Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ шкулти 9 класри Татьяна Арефьева, Хăвăлçырмари 9 класри Кристина Волкова, Аслă Таяпари 8 класри Герман Федоров палăрчĕç.

Конкурс савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Унта кашни регионти делегаци хăйсен йăли-йĕркипе, культурипе паллаштарчĕ. Ачасем «Мускав урамĕсем çула чĕнеççĕ» проектра Атăл бульварĕн сăнарне ỹкерчĕç, тĕрлĕ наци ачисемпе паллашрĕç, пĕр-пĕрне парнесем пачĕç. Тепĕр кунне пилĕк республика делегацийĕ Мускав хули тăрăх экскурсире пулчĕç. Унта вĕренекенсем çамрăксен академи театрĕнче, Çĕнĕ çула кĕтсе илме хатĕрленнĕ Хĕрлĕ площадьре, экспоцентрта пулчĕç, паллă урамсене курса киленчĕç.

Конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх тăххăрмĕшсем хушшинче Кристина Волкова виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Ытти ачасем те парнесемпе Тав çырăвĕсем илме тивĕçрĕç.

Ф.ЦЫГАНОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: конкурса хутшăннисем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code