Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Ырă кăмăл-туйăм ытамĕнче

Ырă кăмăл-туйăм ытамĕнче

Раштав уйăхĕн вĕçĕнче Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕнче çулталăка пĕтĕмлетсе «Янра, юрă» концерт иртрĕ.

Виççĕмĕш çул Елчĕкри культура çурчĕн илемлĕх ертỹçи Иван Шурбин пуçарса янипе Çĕнĕ çул умĕн районти пултарулăх коллективĕсем илемлĕ юрă-кĕвĕ ытамне йыхравлаççĕ. Сăмах май каласан, Каçал тăрăхĕнчи пултаруллă мăшăр — Лилийăпа Иван Шурбинсем Елчĕкре ĕçлеме пуçлани часах 15 çул çитет. Çак тапхăрта пирĕн тăрăхра Шурбинсен пултарулăхĕпе паллашман çын та сахал пулĕ. Вĕсем районти культура пурнăçне çĕнĕ варкăш кĕртрĕç. Пĕр уявра Куславккари ĕçтешĕмĕр калани асра юлчĕ: «Пирĕн те çепĕç юрлакан юрăçсем пур, анчах ялти культура çуртĕнче ĕçлекен опера шăрантараймасть-ха». Сăмах кунта Лилия Шурбина пирки пынине ăнлантăр пулĕ.

Хальхинче те зал тулли халăх пуçтарăнчĕ. Инçетри ялсенчен килнисем те нумаййăн. Концерта «Кумсем» ансамбль «Вĕç, вĕç, куккук» юрăпа уçрĕ. Унтан Елчĕкри ветерансен «Туслăх» хорĕ Пĕтĕм Раççейри хорсен фестивалĕнче шăрантарнă юрăсемпе тыткăнларĕ. Хор Елчĕк гимнне юрланă чухне куракансем ура çине тăрса «Туслăхсемпе» пĕрле районăн тĕп юррине мăнаçлăн янăратрĕç. Унтан ветерансен ушкăнне Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти учительсен хорĕ хутшăнчĕ. Педагогсем кăçал учительсен хорĕсен республикăри конкурсĕнче палăрнăччĕ. Вĕсем Раççейри Экологи, Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă юрăсене тĕрлĕрен сасăпа юрласа куракансене ырă кăмăл-туйăм парнелерĕç.

Хора Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен ачасене юрлама, фортепьянопа калама вĕрентес ĕçре тăрăшнă Галина Московская дирижер ертсе пычĕ. Солисткăсен — Лилия Шурбинăпа Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Лидия Траншкинан янăравлă сассисем зала çурса тăраççĕ.

«Туслăх» фольклор ушкăнне çỹрекенсем район администрацийĕн, чылайăшĕ ЧР Культура министерствин Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсене тивĕçрĕç. Елчĕкри ветерансен канашĕн ертỹçи Александра Сайкина хора йĕркелесе ертсе пыракансене чĕрĕ чечексем парнелерĕ.

«Варкăш» ансамблĕн юрăçисем — Николай Карамаликов, Сергей Баранов, Николай Малышкин, Валерий Архипов, Иван Шурбин, Олег Федотов, Владимир Баймушкин чăваш, вырăс юррисене парнелерĕç. Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕсен «Мерчен» ансамблĕн, унта ташă ăсталăхне вĕренекенсен пултарулăхĕ пысăк пулнине палăртма кăмăллă.

Концерта аслисемпе пĕрлех çамрăк сцена ăстисем те илем кỹчĕç. Çавăн пекех куракансем Канаш районĕнчи Сиккасси ялĕнчен килнĕ «Асам» ансамбле (ертỹçи Вячеслав Шпаков) тата «Тарават» çемье ансамбльне (ертỹçи Алексей Мурзуков) тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.

Юлашкинчен Валерий Архипов, Алексей Мурзуков тата Иван Шурбин купăс-баянĕсене тăсса ярсан Елчĕкри культура ĕçченĕсемпе пĕрле хăнасем тăванлăх юрри шăрантарчĕç. Виçĕ сехете яхăн тăсăлнă концертран куракансем ăшă та ырă кăмăл-туйăмпа саланчĕç.

В.СМИРНОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: арçынсен «Варкăш» ушкăнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code