Воскресенье, Ноябрь 29, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăста та пултаруллă педагог

Ăста та пултаруллă педагог

«Вĕренекенĕсене мухтани учительшĕн чи пысăк савăнăç», — тенĕ Шарлотта Бронте çыравçă. Паллах, вĕрентекенĕн ĕçне хаклани те ачасен питĕнче йăл кулă çуратмаллах.

Хальхи вăхăтра учителĕн ачана вĕрентнипе анчах çырлахмалла мар: тĕрлĕ кружок ертсе пымалла, шăпăрлансене конференцие, конкурса, олимпиадăна хутшăнма хатĕрлемелле…

Аслă Пăла Тимеш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Антонина Михеева 1963 çулхи кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче Кивĕ Арланкасси ялĕнчи Мироновсен çемйинче çуралнă. 7 çула çитсен тăван ялти шкула вĕренме кайнă Тоня, 4 çул пĕлỹ тĕнчипе утнă хыççăн Энтепери сакăр çул вĕренмелли шкулта пĕлỹ пухнă. 1978-1981 çулсенче Çĕрпỹ хулинчи культурăпа çутĕç училищинче оркестр уйрăмĕнче пĕлỹ илнĕ хĕр. Вĕренỹре лайăх ĕлкĕрсе пынăран ертỹçĕсем Антонинăна Хусанти культура институтне вĕренме кайма сĕннĕ. Анчах та амăшне Тоньăсăр пуçне тата 5 ачана ура çине тăратма йывăр пулни пикен малалла вĕренес ĕмĕтне татнă. Культурăпа çутĕç училищинчен ăнăçлă вĕренсе тухсан 1981 çулта Шăмалакри культура керменĕнче ĕçлеме пуçланă вăл. Кунта пĕр çулталăк тăрăшнă хыççăн С.А. Андреев ячĕллĕ Энтепери пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкула илсе çитерет ăна шăпа. Музыка предметне ертсе пыма тата библиотекарь ĕçне пурнăçлама шанаççĕ çамрăк хĕре. Кĕçех пултаруллă та тăрăшуллăскере Энтепе каччи Сергей Михеев куç хывать, 1989 çулта çамрăксем пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Энтепери шкулта ĕçленĕ вăхăтра Антонина Николаевна 1986-1992 çулсенче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн филологи факультетĕнче куçăмсăр майпа пĕлĕвне тарăнлатать.

Алла диплом илнĕ хыççăн педагог 2012 çулччен Энтепери шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентсе хăйĕн ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Пăрчăкан евĕр ĕçченскер ачасене тĕрĕс воспитани панисĕр пуçне чăвашлăха юратма та хăнăхтарнă. Çак çул Энтепери пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкула Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул çумне пĕрлештернĕ хыççăн ĕçсĕр тăрса юлнă вăл. 2012 çултан Аслă Пăла Тимешри В.В.Зайцев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литература тата музыка вĕрентекенĕ пулса ĕçлеме тытăнать.

Антонина Николаевнăн вăй-халĕпе ăсталăхĕнчен, шухăшлавĕпе тавра курăмĕнчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕн. Чăваш чĕлхин вăрттăнлăхне, ăслăлăхне ачасен чунĕ патне çитерес тĕллевпе мĕнле кăна мел шырамасть-ши вăл? Чун-чĕринчи талпăнулăх паян та çăл куç шывĕ пек тапса тăрать унăн. Часах ăна шулта директорăн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма шанаççĕ. Аслă категориллĕ учителе — Антонина Николаевнăна «вĕрентекен пулмах çуралнă» теççĕ ял çинче.

Педагогăн вĕренекенĕсем те пултаруллă — çулсерен наукăпа практика конференцийĕсене, конкурссене хастар хутшăнаççĕ, призлă вырăнсене йышăнаççĕ. Пĕтĕм чăвашсен Раççей шайĕнче иртнĕ конкурсра унăн вĕренекенĕ Т.Плотникова пĕрремĕш вырăна тухса диплом тата ноутбук çĕнсе илме пултарчĕ. 2016-2017 вĕренỹ çулĕнче вĕрентекен ертсе пынипе Т.Изратова республика шайĕнчи наукăпа практика конференцине хутшăнса «Чи лайăх пьеса» номинацире çĕнтерсе диплома тивĕçрĕ. Шкулта иртекен тĕрлĕ уяв ячĕпе хатĕрленĕ концертсем те Антонина Николаевна хутшăнмасăр иртмеççĕ. И.Я.Яковлев çуралнă куна халалланă «Чăваш чĕлхи» эрни те кашни çулах питĕ кăсăклă та интереслĕ иртет. Шкул ỹсĕмĕнче вăл ертсе пыракан «Çамрăк хунав» кружока çỹрекенсен тỹпи те пысăк. Вăлах тата драма кружокне ăнăçлă ертсе пырать. Кружок членĕсем уявсенче, пухусенче пьесăсем кăтартса куракансене савăнтараççĕ. Драма кружокне çỹрекенсем 2016-2017 вĕренỹ çулĕнче район шайĕнче мала тухса республикăра иртекен конкурса хутшăнчĕç.

Антонина Николаевна вĕренекенсене пурне те хăйĕн пепкине ăс панă пек вĕрентет, хисеплет, кашнийĕнчен ырă çын тума тăрăшать. «Лайăххисемпе» «япăххисем» çук унăн. Çавăнпах ун куçĕнче ялкăшакан ырă çутă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме юратупа ачашлăх парнелет.

— Чунра хавхалану пулмасан педагог профессийĕ савăнăçпа киленỹ кỹреймĕ. Кирек мĕнле çынпа та пĕр чĕлхе тупма тăрăшасси, тỹрĕ чунлă пуласси — маншăн чи кирли. Хаклă парне — ачасен, ашшĕ-амăшĕн, ял-йышăн тав сăмахĕ, — палăртать хăйĕн ĕмĕрĕнче нумай Тав çырăвĕпе Хисеп хутне тивĕçнĕ педагог.

Антонина Николаевнăн педагогикăри утăмĕсем ăнăçлă, кал-кал пулса пынин вăрттăнлăхне çемьепе те çыхăнтармалла. Пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса утакан мăшăрĕ Сергей Николаевич кирек хăçан та пулăшма хатĕр ăна. Вăл «Энтепе» хуçалăхра тĕп агрономра тăрăшать. Кун çути парнеленĕ Татьянăпа Александр ачисене те ĕçе юратма хăнăхтарнă мăшăр, вĕсене аслă пĕлỹ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Пĕр-пĕрне ăнланса пурăнакан Михеевсем ял çинче хисепре.

В.ПЛОТНИКОВ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code