Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ

ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ

Елчĕк тăрăхĕнче пултаруллă çамрăксем йышлă. Вĕсенчен чылайăшĕ çулсеренех ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн сумлă стипендине тивĕçеççĕ.

Кăçалхи стипендиатсем хушшинче А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕн инструкторĕ Александр Купташкин та пур. Александр Петрович икĕ аслă пĕлỹ илнĕ. Пĕрремĕш профессипе вăл — экономист. Квалификацине ỹстернĕ хыççăн спорт комплексĕнче инструктор пулса ĕçлеме пуçланă. Икĕ çул ытла бассейнра ачасене шывра ишме вĕрентет. Секцисене 1-8-мĕш классенче вĕренекенсем йышлăн çỹреççĕ. Çавăн пекех хăй çуралса ỹснĕ тăван ялĕнче çамрăксен волейбол секцине уçнă. Ачаран спортпа туслăскер хоккейла выляма та кăмăллать.

Сăн ỹкерчĕкре: А.Купташкин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code