Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сумлă атте-анне

Сумлă атте-анне

Авалхи çынсемшĕн суйласа илнĕ мăшăр ĕмĕрлĕх шутланнă. Уйрăлса кайса çемйине сыхласа хăварайман мăшăрсем сайра-хутра кăна пулма пултарнă. Ваттисем: «Пуç сырсан — пуç шуратмалла», _ тени çамрăксемшĕн саккун пулнă. Çакна асра тытса пуçĕсене шуратнă мăшăрсем Аслă Пăла Тимешĕнче те чылаййăн пурăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри Емельяновсен çемйи. Версалий Васильевичпа Юлия Терентьевна кăçалхи çĕртме уйăхĕнче 65 çулхи тимĕр туйне уявлама хатĕрленеççĕ. Виçĕ ывăл çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем. Пĕтĕм пурнăçне тăван ялпа, тăван «Победа» хуçалăхпа çыхăнтарнă. Тĕрлĕ ĕç вырăнĕсенче ĕçлесе «Ĕç ветеранĕ» ята илсе тивĕçлĕ канăва тухнă, паянхи пурнăçпа савăнса канăçлă пурăнаççĕ.

Зинаида Моисеевнăпа Петр Андреевич Плотниковсем вара раштав уйăхĕнче 58 çул пĕрле пурăннине палăртрĕç. Плотниковсен çемйи ĕçченлĕхпе палăрса тăрать. Петр Андреевич ăста водитель пулнă. Зинаида Моисеевна пенси çулне ялти участокри больницăра санитаркăра ĕçлесе тухрĕ. Иккĕшĕ те «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Пĕр ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ, пурте çемьеллĕ, ватăсене 6 мăнук парнеленĕ.

Пурнăç çулĕпе 56 çул пĕрле утакан Лидия Алексеевнăпа Николай Анисимович Козловсен çемйине те асăнмасăр иртме çук. Хăйсен пурнăçне «Победа» хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх фермипе çыхăнтарнă, «Ĕç ветеранĕ» ята илсе тивĕçлĕ канăва тухнă вĕсем. Виçĕ ача çитĕнтерсе вĕсене хăйсен çемйисене йĕркелеме пулăшнă.

Тамара Леонидовнăпа Владимир Гурьевич Барановсем ĕç паттăрĕсем кăна мар. Тамара аппа «Ача амăшĕ героиня» ята та тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе пĕрле 11 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă, вĕсем 55 çул пĕрле пурăнса çемье вучахне сỹнме памаççĕ. Иккĕшĕ те ĕç ветеранĕсем.

Николай Петрович Кудрявцева вара районта пурте лайăх пĕлеççĕ, паллаççĕ. Пархатарлă ĕçĕпе вăл «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ята çĕнсе илме пултарнă. Унăн мăшăрĕ, Лидия Алексеевна вара «Ĕçре палăрнăшăн» медале тивĕçнĕ.

54 çул килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем. Виçĕ ача çуратса, вĕрентсе ỹстернĕ. 54 çул пурнăç сукмакне такăрлатакан тепĕр мăшăр — Васильевсем — Домна Петровнăпа Альберт Александрович. Вĕсем хăйсен пĕтĕм пурнăçне «Победа» хуçалăхпа çыхăнтарнă. Альберт Александрович колхоз производствин тĕрлĕ участокĕнче ĕçлесе ырă ята çĕнсе илнĕ. Домна Петровна пĕр улшăнмасăр сысна ферминче вăй хунă, иккĕшĕ те — ĕç ветеранĕсем, 3 ача çуратса ỹстернĕ.

Нина Федоровнăпа Василий Егорович Овчинниковсем 53 çул пĕрле пурăнаççĕ. Ăста водительпе тăрăшуллă колхозница иккĕшĕ те ĕç ветеранĕсем, 3 ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Паянхи кун та харсăр та вашават çỹрекен Люллинсен çемйине те асăнмасăр иртме çук. Владимир Петровичпа Вера Михайловна 52 çул пĕрле пурăнаççĕ, 6 ачана пурнăç парнеленĕ вĕсем. Аслă пĕлỹ парса ĕмĕчĕсене пурнăçлама пулăшнă, иккĕшĕ те ĕç ветеранĕсем.

Ираида Димитриевнăпа Николай Ивуналиевич Емельяновсем те 52 çул каяллах çемье йĕркеленĕ, 4 ача çуратса ỹстернĕ. «Ĕç ветеранĕ» ята пĕри шоферта, тепри суту-илỹ организацийĕнче ĕçлесе тивĕçнĕ.

Иртнĕ çул — Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче хăйсен ылтăн туйне Серафима Константиновнăпа Версалий Дементьевич Тарасовсем, Валентина Емельяновнăпа Василий Семенович Шахеевсем, Зинаида Петровнăпа Иван Иванович Портновсем уявларĕç. Ку çемьесен 5-шер ача, йышлă мăнуксем çитĕнеççĕ. Пурте ĕçпе хисепе тивĕçнĕ. Çакăн пек çемьесем ял илемĕ, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

З.ПОРТНОВА,
Аслă Пăла Тимешри ветерансен канашĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code