Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕне выльăх ытларах

Ĕне выльăх ытларах

Пĕтĕм Раççейри Ял хуçалăх çыравĕ юлашки хут 2016 çулта пулнă. Унтанпа çĕршывра, АПК отраслĕнче пысăк улшăнусем пулса иртнĕ.Çакă 2021 çулхи çыравра та палăрнă.

Асăннă тапхăрта хресчен (фермер) хуçалăхĕсем палăрмаллах пысăкланнă. Юлашки 5 çулта фермерсен йышĕ икĕ хут чакнă. Çав хушăрах хуçалăх пуçне тивекен пулăхлă çĕр лаптăкĕ, кайăк-кĕшĕк йышĕ — 2, мăйракаллă шултра выльăх хисепĕ 2 хут ỹснĕ. Кăтарту çак категорири агробизнес вăй илсе пынине çирĕплетет.

Унччен республикăра юхăнса выртакан хирсем нумай пулнă. Юлашки çулсенче аграрисем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе тухăçлă усă курма тытăнни палăрать. Фермерсен усă курман пулăхлă çĕрсем — 2, ял хуçалăх организацийĕсен 6 процент юлнă.

Юлашки тапхăрта ял хуçалăх ĕç-хĕлне тытса пыракан фермерсен тỹпи 43 процента яхăн ỹснĕ. Фермерсен, уйрăм пайтаçăсен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен, культура акнă лаптăксен, мăйракаллă шултра выльăхсен, кайăк-кĕшĕк йышĕ ỹссе пыни палăрать.

Хирсенче тырă, техника культурисем пысăк лаптăк йышăнаççĕ. Çав вăхăтрах çĕр улми лаптăкĕсем пĕчĕкленнĕ. Ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсем тырă культурисене ытларах çитĕнтерме тытăннă. Лару-тăру улшăнни çĕр улми хакĕ йỹнелнипе, ăна кăларса пуçтарма техника, çынсем çителĕксĕррипе те çыхăннă. Хушма хуçалăхсенче вара выльăх апачĕн лаптăкĕ 73-рен (2016 çулта) 69 процента яхăн (2021 çулта) чакнă. Тырă, пăрçа йышши культурăсем вара 11 процент пысăкланнă.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче çĕнĕлĕхсем сахал мар. Ял хуçалăх организацийĕсем сысна, кайăк-кĕшĕк, фермерсем вара мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетеççĕ. Фермер хуçалăхĕсенче мăйракаллă шултра выльăх (2016 çулта — 12,8 пин, 2021 çулта 22,4 пин пуç) тата кайăк-кĕшĕк (2016 çулта — 120 пин, 2021 çулта 166,8 пин пуç) йышĕ ỹссех пырать. 5 çулта ял хуçалăх организацийĕсенче сысна шучĕ 16 процент, фермер хуçалăхĕсенче 5 хут чакнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code