Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Поздравление с Днем печати

Поздравление с Днем печати

Хисеплĕ журналистсем, издательсем тата полиграфистсем!

Сире Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсем ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

Эсир çынсене çĕршыв пурнăçĕнчи тата тĕнчери пысăк пулăмсемпе, обществăшăн пĕлтерĕшлĕ хыпарсемпе вăхăтра паллаштаратăр. Халăха çутта кăларас, социаллă çивĕч ыйтусене татса парас тĕлĕшпе те сирĕн ĕçĕн хакĕ пысăк.

Эсир яланах малти ретре, çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсем, улшăнусемпе паллă ĕçсем çинчен каласа кăтартатăр, вĕсене хак паратăр. Ку питĕ кăткăс тата яваплă ĕç, çапах ăна пичет ĕçченĕсем пысăк шайра тата тивĕçлĕ пурнăçласа пыраççĕ. Ахальтен мар пĕлтĕр республикăри кăларăмсенчен чылайăшĕ Пĕтĕм Раççей конкурсĕсенче çĕнтерÿçĕсемпе лауреатсем пулса тăчĕç.

Пĕтĕм чунтан сире çирĕп сывлăх, ырлăх, хавхалану, ĕçре ăнăçу, профессире пысăк çитĕнÿ тума сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                      Михаил Игнатьев

 

Хисеплĕ журналистсем, пичет ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!

Сире чĕререн Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Пресса кирек хăш вăхăтра та общество шухăшлавне йĕркелемелли чи пĕлтерĕшлĕ инструментсенчен пĕри шутланнă. Çавна май журналистсен яваплăхĕ питĕ пысăк. Вĕсен пурнăç таппинчен пĕр утăм та юлмасăр районта, республикăра тата ҫĕршывра пулса иртекен пĕлтерĕшлĕ пулăмсем пирки вулакансене тулли те тĕрĕс информаципе вăхăтра тата васкавлăн пĕлтерсе тăма ĕлкĕрмелле.

Журналистсемпе вулакансем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура. Çапла пулни коллектива умри йывăрлăхсене çĕнтерме, палăртнă тĕллевсене ăнăçлăн пурнăçа кĕртме майсем туса парать.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу, ҫитĕнÿсем, телей сунатпăр.

 

 

Елчĕк район пуҫлăхĕ      И.И.Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ        Н.П.Миллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code