Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Владимир Путин сахал тупăшлă çынсене пулăшать

Владимир Путин сахал тупăшлă çынсене пулăшать

Яланхи пекех, хальхинче те Владимир Путин сăмахĕ ĕçпе çирĕпленчĕ. Иртнĕ тата çĕнĕ çулсен чиккинче Раççей Президенчĕ Раççей çыннисен ытларах пайĕн социаллă лару-тăрăвне лайăхлатма май паракан темиçе саккуна алă пуснă. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисене, уйрăмах пĕлтерĕшлисене, илсе пăхар.

— Пирĕн, паллах, пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укçа виçинчен сахалрах тупăшлă çынсен йышне, обществăн пĕрлĕхĕпе тытăнкăлăхне сиен кỹрессипе хăратакан чухăнлăха, унăн массăллăхĕпе шайне чакарассипе малалла ĕçлемелле, — тенĕ Раççей Президенчĕ «Единая Россия» партин XVII съездĕнче.

Чи пĕчĕк ĕç укçи виçи (МРОТ) ỹснĕ

2018 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен чи пĕчĕк ĕç укçи виçи 9489 тенкĕ таран ỹснĕ. Ку виçе ĕçлеме пултаракан çынсене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укçа виçин 85% пулать. Ỹсĕм (7800 тенкĕрен 9489 тенке çитнĕ) 20% танлашнă. Мĕн парать-ха ку пирĕн çыннăмăрсене?

МРОТа пысăклатни ĕç укçи виçи çине витĕм кỹрет. Уйăхри ĕç вăхăчĕн нормисене ĕçлесе тултарнă работниксен уйăхри шалăвĕ МРОТран пĕчĕкрех пулмалла мар. Çавăнпа ку уйăхне 9489 тенкĕрен сахалрах ĕç укçи илнĕ çынсене пырса тивет, вĕсен шалăвĕсене ỹстерĕ. МРОТа ỹстернипех 2018 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа вăхăтлăх ĕçлейми (чирлесе ỹксен) пулсан, ача çуратма хатĕрленнĕ чухне тата çуратсан, çавăн пекех обязательнăй социаллă страхлавăн ытти тĕллевĕсене пурнăçлама тухакан пособисен виçисем ỹсеççĕ.

2018 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа çире пур тата ача çуратнă хыççăн хĕрарăмсене тухакан обязательнăй страхованин чи пĕчĕк стандартлă (140 кун) пособи виçи 43675 тенкĕ (2017 çулта ку пособи 35901 тенкĕ пулнă) танлашать.

Пепкене 1,5 çула çитиччен (ача пăхмалли отпуск вăхăчĕ 2018 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ хыççăн пуçланать пулсан) пăхнăшăн уйăхсерен тухакан пособин чи пĕчĕк виçи 3796 тенкĕпе (2017 çулта — 3066 тенкĕ) танлашать.

Амăшĕн капиталĕн программине малалла тăснă

Федерацин амăшĕн капиталĕн программине 2021 çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен тăснă. Унпа усă курассин сферисене анлăлатнă. 2018 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ хушнипе килĕшỹллĕн, икĕ ачаллă çемьесем хăйсен кулленхи нушисене тивĕçтерме амăшĕн капиталĕн укçи-тенкинчен уйăхсерен 8910 тенкĕ чухлĕ тỹлев илсе тăма пултараççĕ. Тĕрĕсрех каласан, ача икĕ уйăха çитсенех ăна пăхса ỹстерме кирлĕ укçана амăшĕн капиталĕнчен илме май пулать.

Амăшĕн капиталĕн программи пурнăçланма тытăннăранпа — 2007 çултан пуçласа — Чăваш Енре 80 пин ытла çемье сертификат илнĕ, амăшĕн капиталĕн 20 миллиард ытла укçи-тенкипе усă курма ĕлкĕрнĕ. Çав шутра 2017 çулта 5,7 пин çемье капиталлă (пĕтĕмĕшле сумма 2,7 миллиард тенкĕпе танлашать) пулса тăнă. Амăшĕн капиталĕн виçи 453 пин тенкĕпе танлашать.

Кунсăр пуçне, федерацин капиталĕпе пĕрлех республикăри çемьесене виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралнăшăн (усрава илнĕшĕн) паракан республика (çемье) капиталĕн (унăн виçи — 100 пин тенкĕ) программине те 2021 çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен тăсасси çинчен йышăну кăларнă. Паянхи кун тĕлне илсен, республикăри амăшĕн капиталĕн укçи-тенкипе 10 пин ытла çемьен усă курма право пур.

Республикăри амăшĕн (çемье) капиталĕн программи пурнăçланма тытăннăранпа (2012-2017 çулсенче) пулăшу укçи-тенкипе Чăваш Енри 4,6 пин çемье (пĕтĕмпе 385 миллион тенкĕпе) усă курнă. 2018 çулта ку тĕллевпе 196,8 миллион тенкĕ уйăрма планланă. Малтанласа палăртнă тăрăх, амăшĕн капиталне кăçал тепĕр 2000 яхăн нумай ачаллă çемье тивĕçмелле.

Пĕрремĕш ачашăн пособи парĕç

2018 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа пĕрремĕш ача çуралнă е усрава илнĕ çемьесем уйăхсерен тухакан социаллă тỹлеве илме тытăнаççĕ. Анчах ку пулăшу адреслă пулать. Тỹлеве çемьен кашни членĕ пуçне тивекен тупăш виçи 13995 тенкĕрен иртмест пулсан кăна параççĕ. Тĕслĕхрен, 3 çынран тăракан çемьен (кунта çемьере çуралнă пĕрремĕш ача та кĕрет) тупăшĕ 41985 тенкĕрен сахалрах пулмалла. Çемьен пĕтĕмĕшле тупăшне шутланă чухне кашнин ĕç укçине, премийĕсене, пенсийĕсене, социаллă тỹлевсене, стипендисене, компенсацисемпе алиментсене, ытти тупăшсене кĕртеççĕ.

Пĕрремĕш ачашăн уйăхсерен тухакан тỹлеве 4,5 пине яхăн çемье илĕ. Ку тĕллеве пурнăçлама бюджета 143,5 млн тенкĕ хывса хăварнă. 2018 çулхи тỹлев виçи Чăваш Республикинче ачана пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укçа виçи чухлĕ — 8910 тенкĕ — пулать.

Тахçанхи парăмсемпе штрафсене шутран кăлараççĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2017 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнче ирттернĕ пресс-конференцире граждансемпе уйрăм предпринимательсен налуксене чылай çул тỹлейменнипе пухăнса пынă парăмĕсене шутран кăларасси пирки сăмах пуçарнă. 2017 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче вăл кун пирки кăларнă федераллă саккуна алă пуснă. Çĕнĕ саккунпа килĕшỹллĕн, налук органĕсен граждансемпе уйрăм предпринимательсен 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен тỹлеймен транспорт, пурлăх, çĕр çине хывăнакан налукĕсене пăрахăçламалла пулать. Тỹлесе татайман налук парăмĕсем çине хывăннă пенисене шутран кăлараççĕ. Каларăмăр ĕнтĕ, ку йĕрке уйрăм предпринимательсене те, ку статусран халĕччен тухнисене те пырса тивет.

Çапла республикăри уйрăм çынсен налук парăмĕсене шутран кăлармалли сумма 126,6 млн тенкĕпе танлашать. Çав шутран 57,6 млн тенки _ граждансен пурлăх налукĕсенчен пухăннă парăмĕ. Уйрăм предпринимательсем тỹлесе татайман налуксен парăмĕ — 69 млн тенкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code