Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш Енре Президент кандидачĕсен штабĕсем ĕçлеме тытăннă

Чăваш Енре Президент кандидачĕсен штабĕсем ĕçлеме тытăннă

РФ Тĕп суйлав комиссийĕ январĕн 17-мĕшĕнчи каç кỹлĕм тĕлне суйлав умĕнхи кампание 17 кандидат малалла тăсни çинчен пĕлтернĕ. Президента суйлама тăратнă 15 кандидатшăн çынсене хăйсен ирĕкĕпе алă пустарас ĕç пырать. Парламент партийĕсенчен тăратнă кандидатсене — Владимир Жириновскипе (ЛДПР) Павел Грудинина (КПРФ) алă пустарассинчен саккунпа килĕшỹллĕн хăтарнă. Хăйсем тĕллĕн Президент пулма кандидата тăнисем иккĕн — Владимир Путин тата Владимир Михайлов. Суйлава хутшăнакан кандидатсене ырласа çынсене хăйсен ирĕкĕпе алă пустарас ĕç пырать.

Пирĕн республика территорийĕнче Ксения Собчакшăн тата Григорий Явлинскишĕн ĕçлекен штабсем вĕсен кандидатурисене ырланине пĕлтерсе 2500 çын алă пуснине пухнă, çак ĕç малалла пырать. Ытти кандидатсемшĕн ĕçлени туйăнсах каймасть.

Юнкун, январĕн 17-мĕшĕнче Владимир Путин майлисен обществăлла штабĕн пĕрремĕш организацилле ларăвĕ пулса иртнĕ. Виçĕ сопредседатель тухса калаçнă. Вĕсенчен иккĕшĕ Владимир Путинăн шаннă çыннисем — И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Николаевич Иванов тата ОНФ регионри уйрăмĕн сопредседателĕ, Чăваш патшалăх филармонийĕн директорĕ Николай Нилович Казаков. Виççĕмĕш сопредседатель — Елена Владимировна Барсукова — Чăваш Енри медицина ассоциацийĕн Канашĕн председателĕ. Вĕсем пĕрлехи ĕçе хутшăнма обществăлла организацисен, пĕрлешỹсемпе юхăмсен пуçаруçисене йыхравланă. Унта «Единая Россия» партин, Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн, ветерансемпе çамрăксен организацийĕсен, профсоюзсемпе ытти обществăлла организацисен представителĕсем, пурĕ 30 обществăлла пуçаруçăпа ертỹçĕ хутшăннă. Штаб сопредседателĕ Владимир Иванов çак яваплă ĕçре 3 тĕллеве — территори, отрасль тата информаци шайĕнчи ĕçсене пурнăçлассине палăртнă. Пĕрремĕшĕ анлăн ĕçе кĕнĕ ĕнтĕ. Республикăра Владимир Путин кандидатурине ырласа çынсене алă пустарас ĕçе тивĕçлипе йĕркеленĕ. Унсăр пуçне, штаб граждансене тĕрлĕ ыйтусемпе йышăнассине тата консультаци парассине йĕркелет. Иккĕмĕш тĕллев — ĕç коллективĕсенче тĕл пулусем йĕркелесси, ку чухне Раççейĕн паян ĕçлекен Президенчĕн кандидатурине ырланине халăх патне çитересси. Виççĕмĕшĕ — агитаци тата ăнлантару ĕçĕсене йĕркелесси, апла пулсан, массăлла информаци хатĕрĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлемелле. Тухса калаçас кăмăллă çынсем нумай пулнă. Çакна палăртма кăмăллă, вĕсенчен нихăшĕ те малтан хатĕрленĕ «хутпа» усă курман. Вĕсем, чăннипех, чи кирли çинчен анчах калаçнă, уçăмлă тĕллевсем палăртнă. Çынсемпе тĕл пулса калаçма тĕплĕн, кашни информацие лайăх ăнлантарса пама хатĕрленесси пирки те чарăнса тăнă. Паянхи пурнăçра лозунгсемпе чĕнсе каланисем пĕлтерĕшлĕ мар. Тĕрлĕрен темăсене, обществăлла организацисемпе çыхăнса ĕçлессине те вырăнта йĕркеленĕ ларура палăртнă.

Калаçу кăсăклă иртнĕ, çынсем пысăк яваплăх ыйтакан ĕçе пуçарулăхпа, чун-чĕрепе парăнса пикенме кирлине ăнланни те сисĕннĕ. Штаб çак адреспа вырнаçнă: Шупашкар хули, Калинин урамĕ, 80-В. Енчен те ыйтусем пулсан 37-52-20 номерлĕ телефонпа çыхăнса калаçма пулать. Кирек епле усăллă информаципе пуçару та тимлĕхсĕр юлмĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code