Пятница, 4 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тавах атте, тавах анне, Сиртен хакли никам та çук…

Тавах атте, тавах анне, Сиртен хакли никам та çук…

Халăхра анлăн сарăлнă юрăри çак йĕркесене çитмĕл пилĕк çула кармашакан Владимир Мешков самантсерен тенĕн аса илет.

«Мĕнех вара? Эпир пурте хамăра çуратса ỹстернĕ çынсене яланах чĕрере усратпăр», — теме пăхĕç хăш-пĕр вулакансем. «Ара, вăл ашшĕне курман та», — хушса хума та пултарĕç ăна, унăн кун-çулне çывăхарах пĕлекенсем.

— Шăпах çавă, хăрушă вăрçă çулĕсенче те, каярахпа та атте кам, унăн хỹтти мĕн иккенне пĕлмесĕрех çитĕнни, ура çине тăма пултарни мана вĕсене ытларах та хаклама хистет, _ çирĕплетет Владимир Емельянович.

Вăрçă çулĕсем ялан асра

«Кăçалхи хĕл уйăхĕсем нимĕç фашисчĕсем çавăрса илнĕ Ленинград ункине татнăранпа тата Сталинградпа ун таврашĕнчи хаяр çапăçусенче тăшманăн суйласа илнĕ пысăкран та пысăк ушкăнне аркатнăранпа 75 çул çитнипе палăрса юлать, — çырать вăл,чăн-чăн вăрçă ачи, Аслă Елчĕкри хисеплĕ ĕç ветеранĕ. — Пирĕн аттене Емельян Васильевича тата ытти чылай çынна, Марий Элра çамрăк салтаксен курсне пĕтернĕ хыççăн, 1942 çулхи июнь уйăхĕнче çара илнĕ. Эшелон Канаш урлă иртнĕрен аннепе темиçе хĕрарăм, мăшăрĕсене курса юлас тесе, чукун çул станцине çуранах тухса утнă. Поезд темиçе минут кăна тăнăран вĕсем пĕр-пĕрне курайман. «Икĕ мăшăр çăпата çĕтсе яла çара уран таврăнни кăлăхах пулчĕ», — тесе куççульпе аса илетчĕ вăл çав кунсене».

Килте вара тăватă пĕчĕкрен пĕчĕк ача: асли вун виççĕре, кĕçĕнни — иккĕре. Тепĕр çур çултанах, нарăсăн 2-мĕшĕнче, пиллĕкмĕш ача, Володя ят хунăскер, тĕнчене килет. Çав кунах Совинформбюро Совет Çарĕсем Сталинград патĕнче нимĕç эшкерĕсене пĕтĕмпех çапса аркатни çинчен пĕлтерет. Шăпах çав сехетсенче аннене хăюллă сапер пулнă мăшăрĕ çухални çинчен çыру килсе параççĕ. Ун чухне ачана килтех çуратнăран, ăна-кăна чухлайман бригадир, тепĕр куннех ĕнер çеç çăмăлланнă хĕрарăма: «Ĕçе каймалла!», — тесе чỹречерен шаккать…

Мешковсен çемйи 1932 çулта пĕрлешỹллĕ хуçалăха кĕнĕ. Кил пуçĕ Емельян колхозри ут таврашĕсене пăхса-юсаса тăракан пĕрремĕш çын (шорник) пулнă. Çавна пула хăйĕн килĕнчех тимĕрçĕ лаççи тытнă. Çемье пĕренерен купаласа лартнă çуртра пурăннă, çырмаран пуçтарнă чултан тунă путвал, мунча, кĕлет, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх пулни Емельян Васильевичпа Мария Леонтьевна Мешковсен ĕçченлĕхĕпе тирпейлĕхне кăтартнă. Çапах та мăшăрĕ вăрçă хирĕнче çухални (тĕрĕсрех каласан, яланлăха выртса юлни) пĕчĕк мар çемьене хуçсах, хĕрĕх урлă кăшт çеç каçнă Марьен, тин çеç пиллĕкмĕш ывăл амăшĕ пулнă хĕрарăмăн чун-чĕрине хытă амантса хăварнă.

Паллах, çурма тăлăх, вак-тĕвек пилĕк ачаллă хĕрарăма вăрман касма е окоп чавма яман. Апла пулин те вăл пĕр самант та пушă ларайман, йĕркеллĕ канайман та. Ĕççи вăхăтĕнче иртен пуçласа каçчен тырă вырнă, йĕтемре тăрăшнă. Ытти чухне кантăр тылланă, сỹс арланă. Колхоз валли михĕсем çĕленĕ. Ял çыннисене пулăшма та, фронта ярса пама та ăшă чăлха-алсиш çыхнă. Чылай хĕрарăма пир кумса, кунчаласа панă, çĕлеме вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах… мăшăрĕн тетĕшĕпе арăмĕ вăхăтсăр çĕре кĕрсен, вĕсен тăлăха юлнă хĕрне те хăйĕн хỹттине илнĕ.

82 çул пурăннă кил хуçи хĕрарăмĕ Мария Леонтьевна çирĕп кăмăллă та ăслă тата пуларуллă пулнăран мĕнпур ывăл-хĕрĕ чăн-чăн ĕçченсен, ялти ятлă çынсен шутĕнче. Ахальтен мар ĕнтĕ амăшĕ хăй те, аслă тата вăталăх хĕрĕсем Лидийăпа Клавдия Емельяновна та «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçи çулĕсенче хастар ĕçленĕшĕн» медальсене тата ытти наградăсене, мĕнпур ывăл-хĕрĕ «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.

Кĕçĕн ывăлĕпе Володьăпа унăн мăшăрĕ тата та сумлăрах. Кинĕ, Валентина Ивановна, тăтăшах сысна ферминче вăй хунăскер, яланах социализмла ăмăрту çĕнтерỹçисен ретĕнче пулнă. СССР Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравĕн ылтăн медальне тата «Москвич» автомобиле тивĕçнĕ. Вăлах — нумай медальсен, Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялав тата Октябрьти Революци орденĕсен хуçи. «Ленин ячĕллĕ колхозăн тава тивĕçлĕ колхозници» ят пани те, пĕр хутчен çеç мар ял тата район Совечĕсен депутатне, ĕçтăвком членне суйлани те унăн хисепĕпе тăрăшулăхĕ çинчен калать.

Атте юнĕ — пирĕн чунра

— Вăрçă кĕрленĕ çулсенче эпĕ ача-пăча кăна пулнă-ха, — тет Владимир Емельянович. — Апла пулсан та анне, ун хыçĕнчен аслă аппасем кĕçĕннисене те хăйсем пек хастар та канлĕхсĕр пулма вĕрентнĕ. Шкулта вĕреннĕ çулсенче те кил-çурта йĕркеллĕ тытса пынипе пĕрлех мĕн пĕчĕкренех колхоз ĕçне хутшăннă.

Ăна ытларах хăйĕнчен икĕ çул аслăрах Валя аппăшĕ (ăна вăл яланах ятран Валя тесе чĕннĕ) пăхнă пулас. Володя унпа пĕрлех шкула кайнă. Дарья Дмитриевна учительница ăна, ыттисенчен уйрăм ларакан ачана, йăпанма тесе кĕнеке тыттарнă.

Тепĕр тĕслĕхе те аса илчĕ. Валя (аппăшĕ ĕнтĕ) пĕррехинче яланхи пекех йĕтемре ĕçлекен амăшĕ патне, унпа пĕрле апат çиме тесе илсе каять. Çарран хăмăл çинчен утнăран урисенчен юн юхма пуçлать. «Малашне хăмăл çинчен пынă чух уруна сĕтĕрсе ут», — асăрхаттарать ăна амăшĕ.

Килти тимĕрçĕ лаççинче çамрăклах тимĕр-тăмăртан хăш-пĕр япаласем ăсталама хăнăхнă каччă вăтам шкул пĕтерсенех Пăва хулинчи профессипе техника училищинчен вĕренсе тухать, çийĕнчех тăван колхозăн трактор паркĕнче слесарьте ĕçлеме пуçлать. Кĕçех ăна Совет Çарĕн ретне тăма повестка параççĕ. Ун чухне унăн Петя тетĕшĕ, пуçламăш пĕлỹ кăна илнĕ пулсан та, ялти строительство бригадинче кирпĕч хураканра тăрăшнă. Маларах салтака кайса килнĕскер алли-ури çаврăнăçуллă пулнăран самаях ĕçлесе илме пуçланă. Килте çирĕп шанчăк пуррине кура Володя хăйне Совет Çарĕсен Германири ушкăнĕсен ретне илессине пĕлсен савăнсах каять. Ара, ун чухне салтака кайман каччăсем çине хĕрсем те сỹрĕкрех, тиркерех пăхнă та.

— Малтан Таллинра пулса пуçламăш çарпа политика пĕлĕвĕ илтĕмĕр, унтах, савăнăçлă лару-тăрура, присяга йышăнтăмăр, — каласа парать Владимир Емельянович. — Кĕçех Германири Потсдам çывăхĕнчи танк чаçĕнче заряжающий пулса тăтăм.

Ялта чухнех техникăпа çывăх пулнине кура ăна часах механик-водительсен курсне вĕренме яраççĕ. «Служба тата интереслĕрех те ответлăрах пулни хавхалану кỹретчĕ, — хушса хурать каярахпа аслă лейтенант таран ỹснĕ Мешков. — Механик-водитель, каярахпа — аслă механик-водитель пулнă тапхăрти тĕрлĕ вĕренỹсенче, условнăй хирĕç тăрусенче лайăх кăтартусем тунăшăн экипажа командовани пĕрре кăна мар тав тунă. Пирĕн çинчен çар хаçачĕсенче те сахал мар çырнă. 1966 çулта пĕрремĕш хут чаç командирĕн аллинчен Хисеп грамоти илни халĕ те куç умĕнче». Каярахпа вăл полк авангарчĕ шутланакан рота командирĕн танкĕн механик-водителĕ пулнă.

— Тепĕр пулăм та асрах, — хушса хучĕ Владимир Емельянович. — Чаçе тин килсе çитнисенчен «Чи çăмăл виçепе штанга çĕклекен çук-и?» — тесе ыйтрĕç. «Эпĕ профтехучилищĕре вĕреннĕ чухне йăткаланă», — хуравларăм хăйсах. Ăмăртура пĕрремĕш тухрăм та чылай вăхăт тĕрлĕ виçери çĕнтерỹçĕсемпе пĕрле ăмăртусен ялавне çĕклекен пултăм.

Паян та тирпейлĕ упранакан тавсен, наградăсен ĕненỹ хучĕсен, медальсен папки унăн хушăнсах пынă. Çарти комсомол бюровĕ амăшĕ патне янă тав çырăвĕпе «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 20 çул çитни» медальпе ытти наградăсене пăхнă май кил хуçин, ĕç ветеранĕн сăнĕ ытларах та ытларах çуталса пычĕ.

Çартан таврăнсан вăл Елчĕкри профессиллĕ пушар чаçĕн ертỹçинче те, Канаш нефтебазин Елчĕкри филиалĕн аслă операторĕнче те, кирпĕч завочĕн слесарь-наладчикĕнче те, колхоз ферминче те чи лайăх ĕçлекенсен йышĕнче пулнă. Социаллă медицина экспертизи виççĕмĕш ушкăн инваличĕ тесе çирĕплетсен те пĕр вăхăт чылай ĕçе хутшăннă.

Çапла вĕсем, вăрçă ачисем. Лăпкăлăх мĕнне пĕлмен те, пĕлмеççĕ те. Ахальтен мар Владимир Емельянович халĕ те çамрăксене патриотизмла воспитани парас ĕçе хутшăнать, шкулти паттăрлăх урокне йыхравласан кăмăлтанах ачасемпе тĕл пулăва васкать. «Вăрçăра пуç хунă атте юнĕ — чунра», — тет вăл час-часах.

Анатолий ТИМОФЕЕВ,
пичет ветеранĕ.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Аслă Елчĕкри паллă ĕç ветеранĕсем Владимирпа Валентина Мешковсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code