Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Ырă тĕслĕх

Ырă тĕслĕх

Тỹскел ялĕнчи Шкул урамĕ 2 çухрăма яхăн тăсăлать. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнса пурăнакансем çак вăрăм урам тăрăх куллен утма тухаççĕ, çапла майпа вĕсем хăйсен сывлăхне çирĕплетеççĕ.

Манăн вĕсене ятранах палăртса калассăм килет. Ял вĕçĕнче — Тукасра пенсионерсем ытларах пурăнаççĕ. Петровсем — Валерипе Валентина, Судаковсем — Николайпа Галина, тепĕр Судаковсем — Геннадий тата Елена, Смирновсем — Александрпа Антонина, Даниловсем — Ардалионпа Антонина, Шашковсем — Юрий тата Альбина, вĕсемпе пĕрле Альбина Игнатьева, Галина Маркова, Александра Анисимова тата ыттисем те килти хуçалăхри ĕçĕсене пуçтарнă хыççăн каç пулсан кашни кун, кирек епле çанталăкра та урамăн тепĕр вĕçне çити утса çитеççĕ. Сăмах май, пирĕн ял урамĕсем тап-такăр, ăна çул-йĕр хуçалăхĕнче водитель пулса тăрăшакан Владимир Мальцев тăтăшах тасатса тăрать. Çавăнпа утма та лайăх. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем ял урамĕпе утса тухнă хыççăн Елчĕкри Юбилей урамĕнчи тротуарпа çỹлти урама тухаççĕ те каялла таврăнаççĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ Скандинави уттине кăмăллать. Çула май хăш чухне ялти клуба кĕрсе тухма та ỹркенмеççĕ.

Хаçат-журналта çыннăн кунне 3,5 çухрăмран кая мар утмалли, çакă сывлăхшăн питех те усăллă пулни çинчен çыраççĕ. Патакпа, Скандинави уттипе утнă чухне пирĕн мышцăсем 85-90 процент таранах хускалнине çирĕплетеççĕ ăсчахсем.

…Ялта çĕнĕ клуб уçăлнăранпа çулталăк çитрĕ. Халĕ унтан çын татăлма пĕлмест тесен те йăнăш мар. «Шуçăм» фольклор ушкăнне çỹрекенсем А.Сыков музыкант ертсе пынипе эрнере виçĕ хутчен репетицие пухăнаççĕ. Ача-пăча юрă-ташă кружокне хутшăнать, шашка-шахматла выляма юратаççĕ. Фольклор ушкăнĕн артисчĕсене те мухтассăм килет. Вĕсем пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнаççĕ. Концертсене хутшăннипе анчах çырлахмаççĕ, эрнере пĕр кун «Улăп» спорт комплексне шыва кĕме çỹреççĕ. Культурăллă канма та пĕлеççĕ: çулла çырлана, кĕркунне кăмпана çỹреççĕ, уявсенче вара тутлă апат-çимĕç пĕçерсе пурне те сăйлаççĕ.

Çакна та палăртса калассăм килет, нумаях пулмасть ял клубĕпе вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк йĕри-тавра илемлĕ тимĕр карта тытса çавăрчĕç. Çак пысăк ĕç вырăнти ял администрацийĕпе ял халăхĕ, Дмитрий Судаков староста тăрăшнипе пулнă.

Ялти пуçаруллă хĕрарăмсем малашне ал ĕç ăстисен кружокне йĕркелеме палăртаççĕ.

Ял-йышпа килĕштерсе, пĕр-пĕринпе канашласа пурăнни çитĕнекен ăрушăн та ырă тĕслĕх пулса тăрать.

А.АНИСИМОВА,
ĕç ветеранĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code