Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Граждансен прависене хỹтĕлемелле

Граждансен прависене хỹтĕлемелле

«Эпир хамăрăн историпе мăнаçланатпăр. Пирĕн йăла-йĕрке, культура çав тери пуян. Çитес ăру валли ăна пирĕн упраса хăварассишĕн тăрăшса ĕçлемелле. Çакă пирĕн тĕп тĕллев. Культура туприне, пуянлăхне упраса хăварассипе йышăннă проекта халех ĕçе кĕртме пуçламалла», — тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче.

Ялсенчи культура вучахне «чĕртессипе» клубсенче пурлăхпа техника базине пуянлатма курăмлă пысăк калăпăшлă ĕçсем тума пуçланă та ĕнтĕ.

«Граждансен прависене хỹтĕлессипе кирлĕ пек мĕнпур условисене йĕркеленĕ. Çынсене хăйсене кăмăла каякан чĕлхене суйласа илсе вĕренме ирĕклĕ. Тăван чĕлхене юратса вĕренмелле, хистеме юрамасть. Саккунпа пирĕн килĕшỹллĕ пулмалла», — тенĕ Михаил Васильевич.

2019-2020 çулсенче Чăваш Республикин тĕп хулине Шупашкара 550 çул çитнине паллă тăваççĕ. Чăваш автономи облаçне йĕркелесе янăранпа 100 çул çитет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code