Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кĕнеке тусĕсем

Кĕнеке тусĕсем

«Кĕнеке вулама пăрахакан ăсне çухатать», – тенĕ вырăс çыравçи Федор Достоевский.

Энтепери ял библиотекине кĕнеке вулама юратакансем тулли кăмăлпа çÿреççĕ. Лариса Данилова библиотекарь кашни вулакана хапăл. Кĕнеке фончĕ пĕчĕк мар – 9 пин ытла. Çавăнпа та кашнийĕн кăмăлне каякан литература тата ытти изданисем илсе вулама пулать.

Библиотека «Елчĕк ен», «Хыпар», «Советская Чувашия», «Çамрăксен хаçачĕ» хаçатсем, «Тăван Атăл» журнал çырăнса илет. Ял çыннисем çĕнĕ кĕнекесемпе, хаçатсемпе паллашсах тăраççĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Лариса Данилова библиотекарь, Галина Александрова фельдшер, Елена Прохорова почтальонка çĕнĕ изданисене тишкереççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code