Пятница, 30 сентября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Снегоход» операци

«Снегоход» операци

Январĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 28-мĕшĕччен республикăра «Снегоход» операци иртет.

Ăна «А» категорие кĕрекен автомототранспортпа çỹрекенсем техника хăрушсăрлăхне, çул çинчи йĕркене пăхăннине, автомототранспорта çỹретме ирĕк пуррипе çуккине, техникăна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларнине, регистрациленине тата эксплуатацилеме юрани пирки, унсăр пуçне, ытти кирлĕ документсене тишкерме, шутран кăларма йĕркелеççĕ.

Уйăхлăха Чăваш Енри Патшалăх техника асăрхавĕпе пĕрле шалти ĕçсен, республикăри çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствисем, халăх хỹтĕлевĕ тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕ хутшăнаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code