Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăйли мар, Турра çывăххи çĕнтерет

Вăйли мар, Турра çывăххи çĕнтерет

Туррăн хăвачĕ каласа пĕтерме çук пысăк. Кирек хăш йывăр самантра та «Эй, Туррăмăр, санăн ирĕкỹ пултăр» тесе каланă хыççăн час-час лару-тăру çăмăлланса кайнине туятпăр.

Виç ипостаçлă Турă ячĕллĕ Сергий Лавринче пурăннă Кирилл Архимандрит, чăн ячĕ — Иван Дмитриевич Павлов, 1919 çулхи октябрĕн 8-мĕшĕнче Рязань облаçĕнче çуралнă. 1939 çулта ăна Хĕрлĕ Çара илнĕ, службăна вăл Инçет Хĕвел тухăçĕнче пурнăçланă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Иван Павлов сержант Сталинградшăн çапăçнă, взвод командирĕ пулнă, Аслă Çĕнтерĕве Австринче кĕтсе илнĕ. Чи хăрушă çапăçусемпе йывăрлăхсене тỹссе ирттернĕскер темиçе хут та аманнă. Кирилл Архимандрит Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тунă Аслă Çĕнтерỹ Турă ирĕкĕпе пулнине каланă. Фронтри калама çук йывăр лару-тăру чи малтанах Иосиф Сталин 1943 çулхи сентябрь уйăхĕнче Сергий, Алексий, Николай митрополитсемпе тĕл пулнă хыççăн çăмăлланма пуçлани сисĕннĕ. Çак калаçу маларах хупăннă чиркỹсене уçма тата тĕрмене лартнă священниксене ирĕке кăларма çул уçнă. Нимĕç генералĕсен стратегиллĕ планĕсемпе (вĕсен çар техники те пирĕннинчен йышлăрах та хăватлăрах пулнă) пирĕн çĕршыва парăнтармалла пулнă пулсан, 1943 çултан ăнăçу пирĕн енне куçма, фашистсен генералсем çине-çине йăнăшсем тума тытăннă. Тупсăмĕ вара питĕ ансат — Турă хăйĕн ирĕкĕ пултăр тесен кирек хăçан та çыннăн ăс-тăнне туртса илсе унăн çулне пỹлет. Вара çын нимĕн те тăваймасть. Георгий Жуков та (вăхăтĕнче вырăс халăхне Суворовпа Кутузова, ытти çар пуçĕсене панă пек) Турă панă полководец пулнине çирĕплетнĕ Кирилл атте.

Турă хăватне сăмахпа каласа та ăнлантараймăн. Тепĕр чух инкек-синкек сиксе тухсан пĕтĕм ĕç-пуç пĕтсе ларнăн, пулăшу ниçтан та килсе тухмассăн туйăнать. Çакăн пек чухне Турра аса илетĕн те, вăл хутăмăра кĕнине туятăн. Паянхи кун пирĕн салтаксем Украинăри ятарлă çар операцийĕнче нацистсене хирĕç кĕрешеççĕ. Вĕсене халăх мĕн пур вăйне пухса пулăшма ăнтăлать, çине-çинех унта кирлĕ япаласем, апат-çимĕç парса яратпăр. Питĕ сăваплă та пархатарлă ĕç. Çав вăхăтрах ачамăрсене кĕлĕ сăмахĕсем кирлине те манар мар. Вĕсемшĕн кĕл тумалла пирĕн, Турăран вĕсене хỹтĕлеме, çак вăрçа пĕтерме ăслă çын тупса пама ыйтмалла. Ушкăнпа кĕл тусан пирĕн кĕллĕмĕрсем час илтĕнĕç, Турă патне çулăм пек хăвăртлăхпа хăпарĕç. Кĕллĕмĕрсем витĕмлĕрех пулччăр тесен хĕреслĕ çул çỹревсем ирттернĕ чух унта халăх йышлăн хутшăнсан аван.

Пĕр-пĕрне юратар, хисеплер, тăванăмăрсем, пĕр-пĕриншĕн кĕл тăвар.

Силуан КОЗЛОВ,
Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code