Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă черетлĕ Çырура пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвне аталантарас тĕлĕшпе пирĕн республика çĕршывра малтисен ретĕнче пулнине палăртса калани нумай тĕслĕхре яр уççăн çирĕпленет.
Районти тĕп больницăна та нумаях пулмасть çĕнĕ йышши УЗИ аппарачĕ кỹрсе килнĕ. Ку чухне чĕрепе юн тымарĕ, пуç миминчи, ăш-чикпе вар-хырăм, акушерствăпа гинекологи, шăм-шакпа ỹт-тир, пỹрепе шăк çулĕсен тата ытти нумай чире пысăк пахалăхпа тата тĕрĕсрех тĕпчесе пĕлме май пулнине тухтăрсем çирĕплетсех калаççĕ.
Хулара анчах мар, ялсенче те медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ ỹсет, çавна май халăх кăмăллă.