Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăл çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ

Вăл çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ

Пирĕн атте, Николай Ефимович Московский, Акчел ялĕнчи тантăшĕ, шкулти юлташĕ Александр Васильевич Лебедев çинчен час-часах аса илетчĕ.

Атте йывăр чирлесе вырăнпах выртатчĕ. Пĕррехинче мана хăй çырса ларакан сĕтел туртминчен пĕр кĕнеке илсе пама ыйтрĕ. «Ку кĕнекене мана 1941 çулта, вăрçă пуçланиччен, вуласа пăхма тесе Александр Лебедев панăччĕ. Анчах вăрçă пуçланнăран кĕнекене эпĕ каялла тавăрса параймарăм. Ун чухне кĕнекене тĕплĕн вуласа тухма майĕ те пулмарĕ. Çапла вара пире 1942 çулта вăрçа илсе кайрĕç. Эпĕ фронта тухса кайсан анне кĕнекене тĕплĕн пуçтарса хунă. Манăн вăрçăран каялла таврăнма тỹр килчĕ. Александр Лебедев каялла таврăнаймарĕ. Эпĕ Александрăн кĕнекине типтерлĕ упрарăм. Эсĕ те упра, ан çухат», — тесе çак кĕнекене мана тыттарчĕ. Çав вăхăтра аттен куçĕсем куççулĕпе шывланнине асăрхарăм.

Çав калаçу хыççăн икĕ çул ытла та иртсе кайрĕ. Атте те ку тĕнчерен уйрăлчĕ. Çапах та калаçу халĕ те пуçран тухмасть.

Мĕнле кĕнеке парса хăварнă-ха мана атте? Унăн авторĕ — Франци çĕршывĕн паллă çар теоретикĕ Фердинанд Фош маршал. Вăл 1851-1929 çулсенче пурăннă. Кĕнеке ячĕ — «О ведении войны». Ăна Мускав хулинче 1937 çулта вырăсла пичетлесе кăларнă. Çак кĕнекене Акчел каччи Елчĕкри вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех вуласа тухнă. Атте аса илнĕ тăрăх, Александр шкулта вĕреннĕ чухнех çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ. Вăл юлташĕсене час-часах тĕрлĕ çар çыннисем çинчен те каласа панă.

«Пурнăçра мĕнле çын пулнă-ха Александр Лебедев?» — тесе кăсăкланса ыйтнăччĕ ун чухне аттерен. Çавăнпах унăн пĕр аса илĕвне çырса хăварасах килет. Ял хушшинче ăна Лебедев Санька тесе чĕннĕ. Шухă та ĕçчен, тĕреклĕ, тĕрĕслĕхе юратакан çамрăк пулнă.

…Вăрçăччен Акчел ачисен Кĕçĕн Пăла юхан шывĕ шăнсан çутă пăр тăрăх конькипе ярăнса Тутар Республикинче юхса выртакан Сĕве юхан шывĕ патне çитиех кайса килмелли йăла пулнă. Çул çỹреве темиçе кун хатĕрленнĕ. Çула сахалтан та вунă ача пуçтарăннă. Мĕншĕн тесен Тутар Республикине кĕрекен Пикапсел тутар тата Кукавăски вырăс ялĕсем тĕлĕнче вĕсене çав тăрăхри ачасем хупăрласа илсе «пĕçерккĕ» пама та пултарнă. Виçĕ-тăватă çул ĕнтĕ çак ушкăна Санька Лебедев ертсе каять. Кашни ача михĕрен ăсталанă кутамккине шуратмасăр пĕçернĕ çĕр улми, хура çăкăр, тăвар тата çул çинче кирлĕ пулакан ытти япаласем чикнĕ. Пĕррехинче çапла кун каç енне сулăнсан, çывăх мар çул çинче самай ывăннă ачасем каялла киле таврăнма тухнă. Акă вĕсем Пикапсел ялĕ тĕлĕнчи пăр çинче ачасен пысăк ушкăнне асăрхаççĕ. Çакна курсан Санька юлташĕсене Акчел ялĕн ятне яма хушмасть. Юлташĕсене вăл çырмари типĕ курăка хăвăрттăн пуçтарма хушать. Вара çак курăка самай пысăк кĕлте туса малтанах хатĕрлесе илсе килнĕ пăралукпа тимĕр патакĕ çине çыхса лартать. Ун хыççăн хăй мала тăрса: «Манран ан юлăр!» — тесе кăшкăрса курăк кĕлтине шăрпăкпа тивертсе, çунакан вут-хĕм сирпĕтсе, тутар ачисен ушкăнĕ çине вирхĕнет.

Çакна кĕтмен Пикапселсем çул çинчен пăрăнса, аяккинелле тапса сикеççĕ. Çак самантпа усă курса Акчелсем çил пек вĕçтерсе малалла вирхĕнеççĕ. «Çакăн хыççăн хыçран пăр татăкĕсем, шăннă тăпра муклашкисем кăна вĕçсе юлчĕç. Çапла Санька пире тытăçуран хăтарса хăварчĕ», — тесе пĕр хĕпĕртесе, пĕр хавхаланса кайса каласа панăччĕ ун чухне атте.

Çав калаçăва аса илсе Александр Васильевичăн вăрçă вăхăтĕнчи докуменчĕсене пăхса ларатăп. Чăн та, иртнĕ вăрçăра хăюллă та чăрсăр пулнă Акчел каччи. Çакна 1945 çулхи январĕн 26-мĕшĕнче Познань хули патĕнче пулса иртнĕ хаяр çапăçу пирки çырни те лайăх çирĕплетет.

Çак çапăçура гвардин аслă лейтенанчĕ А.В.Лебедев ертсе пыракан взвод виçĕ пỹлемет точкине тата 80 нимĕç салтакĕпе офицерне пĕтернĕ. Александр Васильевич хăй кăна 7 нимĕç салтакне тĕп тунă. Çак çапăçура вăл йывăр аманнă пулсан та çапăçăва ертсе пырса приказа тивĕçлĕ пурнăçланă. Паттăрлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн ăна 1945 çулхи февралĕн 17-мĕшĕнче Александр Невский орденĕпе наградăланă.

«Хыпар» хаçатăн 2015 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнчи номерĕнче Чăваш Республикинче Александр Невский орденĕн кавалерĕсем саккăрăн пулнине пĕлтернĕ. Шел пулин те, списокра Елчĕк районĕн паттăрĕн ячĕ çук.

Çак наградăна кăна тивĕçмен пирĕн ентеш. Ун çинчен 1945 çулхи майăн 4-мĕшĕнче çырнă награда памалли хута пĕр хумханмасăр вулама çук. Документ çинче çырни йăлтах курăнтăр тесе ăна вырăслах илсе кăтартас килет: «…Лебедев Александр Васильевич, гвардии старший лейтенант, адъютант стрелкового батальона, 1924 г.р., национальность — чуваш, на фронт призван Яльчикским РВК Чувашской АССР в августе 1942 года.

…В боях при штурме высоты «Безымянной», что юго-западнее нỸп Долгелин, 18.04.1945 г. тов. Лебедев, заменив вышедшего из строя командира штрафной роты, повел роту на штурм высоты. В ожесточенном бою лично сам ворвался в траншеи противника и из личного оружия уничтожил 14 (четырнадцать) гитлеровцев. В этом бою ротой было уничтожено 4 немецких танка, 6 станковых пулеметов и до 70 (семидесяти) немецких солдат и офицеров.

Во время форсирования р. Шпрее в г. Берлин 23.04.1945 г. товарищ Лебедев с группой бойцов в первой лодке форсировал реку и, заняв выгодные позиции, открыл огонь по огневым точкам противника, чем обеспечил переправу остальных наших подразделений.

Во время штурма укрепленных домов на улице «Берлинер штрассе» ворвался в дом и вынудил к сдаче гарнизон немцев в количестве до 300 (трехсот) фолькштурмовцев. В последнем бою сам был тяжело ранен.

Достоин высокой правительственной награды — присвоения звания «Герой Советского Союза».

Командир 117 Гвардейского Познанского Краснознаменного ордена Богдана Хмельницкого стрелкового полка — Гвардии подполковник Русаков. 4 мая 1945 г.»

Анчах та çак çапăçусем хыççăн йывăр аманнă офицер ура çине тăрайман. 1945 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче вăл госпитальте ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Паттăр ентеш çĕнтерĕве çывхартма пĕтĕм вăйне, пурнăçне шеллемен. Ăна Берлин хулинче Совет салтакĕсен масарне чыслăн пытарнă.

Юлашки çапăçусемшĕн ăна, вилнĕ хыççăн, 1945 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă.

2016 çулхи ноябрь уйăхĕнче А.В.Лебедевăн йăмăкĕ, халĕ Шупашкар хулинче пурăнакан Зоя Васильевна тетĕшĕн Совет Союзĕн Геройĕ ятне парас пирки çыхăннă докуменчĕсем çинчен Чăваш Республикин çар комиссариачĕ урлă Подольск хулинчи Оборона министерствин Тĕп архивне ыйтса çырса янă. Унтан ăна 2016 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче Çарăн Тĕп архив хранилищин заведующийĕ Т.Киселев çапла хурав панă: «..Установить причину изменения награды вышестоящим командованием в настоящее время не представляется возможным…».

Патшалăхăн икĕ пысăк наградине илме тивĕçлĕ пулнă Александр Васильевич Лебедев тăван енри нумай çамрăкшăн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Унăн паттăрлăхĕ пирĕн чĕресенче ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ. Кăçал Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 73 çул çитет. Çак Çĕнтерĕве çывхартнă çĕрте вăрçăран тăшманпа çапăçса сывă таврăннă, вăрçă хирĕнчех пуçĕсене хунă пирĕн районти салтаксен тỹпи те калама çук пысăк. Çакна халĕ пурăнакан тата пулас ăрăвăн та нихăçан та манса каймалла мар.

В.МОСКОВСКИЙ.
Акчел ялĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Александр Лебедев. 1941 çул. Вăл Елчĕкри вăтам шкулăн 10 класс вĕренекенĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code