Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачасен ĕçĕпе кăмăллă

Ачасен ĕçĕпе кăмăллă

Кил хуçалăхĕнчи хĕллехи тĕп ĕçсенчен пĕри — çулсене, хапха умĕсемпе картишне юртан тасатса тăрасси.

Çамрăксемшĕн юр тасатасси зарядка тунипе анчах танлашать пулсан, ватăсемшĕн çак ĕçе пурнăçласси ансатах мар. Патреккелти ĕç ветеранĕ Людмила Петровна Скворцова хальхи вăхăтра пĕчченех пурăнать. Çичĕ теçетке çула хыçа хăварнă Люся аппа урисем ыратнипе аптăрать.

Патреккел шкулĕнче 5-мĕш класра тăрăшса вĕренекен К.Карсакова, А.Дмитриева, О.Иванова теприне ырă тăвасси кулленхи вак-тĕвек ĕçсенчен пуçланнине, ватă çынна юр хырса пулăшни ăна савăнăç кỹнине лайăх ăнланаççĕ. Ачасем Л.Скворцован çурчĕн картишĕпе хапхи умне юртан тасатса тăраççĕ. Хĕрарăм вĕсен ĕçĕпе кăмăллă, ачасене ваттисене пулăшма вĕрентнĕшĕн вĕренекенсен класс ертỹçине Светлана Владимировна Доброхотовăна тата шкул директорне Ольга Геннадьевна Петровăна, ачасен ашшĕ-амăшне чун-чĕререн тав тăвать, ырлăх-сывлăх сунать.

Т.ЗАХАРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code