Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕренекенсем район хаçачĕпе туслă

Вĕренекенсем район хаçачĕпе туслă

Иртнĕ çулхи районăн 90 çулхи юбилейне халалланă уяв мероприятийĕнче ентешсемпе хăнасем 85 çул тухса тăракан район хаçачĕн куравĕпе те тĕплĕн паллашрĕç. Ыттисемпе пĕрлех Патреккел шкулĕнче вĕренекенсем (шкулти фольклор ушкăнне çỹрекенсем уявра аваллăха сăнлакан представленине хутшăнчĕç) кураври вун-вун çул каяллахи хаçат пуххисемпе кăсăкланчĕç. «Елчĕк ен» историйĕпе интересленнĕ май ĕлĕкхи пичет машинкипе те пичетлесе пăхрĕç.

Район хаçачĕн çывăх тусĕсем хальхи вăхăтра пире хăйсен шкулĕнчи çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарсах тăраççĕ, пĕрремĕш сăввисене те район хаçатĕнчех кун çути кăтартаççĕ.

В.КИРИЛЛОВА журналист шкул ачисене шăпах «Елчĕк ен» хаçатпа паллашнă самантра ỹкерсе илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code