Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Пысăк виçепе çакланнă

Пысăк виçепе çакланнă

Полици ĕçченĕсем наркотикпе сутă тăвакансенчен виçĕ килограмм ытла «спайс» туртса илнĕ.

Çĕнĕ Шупашкар çыннисем наркотике интернет-лавккасем урлă илсе тăнă. Унтан ăна сутма вăрттăн вырăнсене хурса тухнă. Чи малтан полицейскисен куçĕ тĕлне 29 çулти арçын лекнĕ. Ăна вăрттăн вырăна 1,6 килограма яхăн синтетика наркотикне хунă чухне ярса илнĕ.

34 çулти хĕрарăм та çакнашкал ĕç-хĕле пурнăçланă чухне çакланнă. Унăн хваттерĕнче полици ĕçченĕсем 1,2 килограма яхăн тĕрлĕ спайс асăрханă. Хальхи вăхăтра тĕпчев ĕçĕсем пыраççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code