Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырăлăха куракан ырă çитĕнĕ

Ырăлăха куракан ырă çитĕнĕ

Тĕнче шайĕнчи этнопедагог Геннадий Никандрович Волков паян пирĕнпе юнашар çук ĕнтĕ. Çапах та унăн ырă ячĕ халăхра ĕмĕрех упранĕ, пил-пехилĕ малашне те пире ырă чун-чĕреллĕ пулма, тỹрĕ кăмăлпа ĕçлеме, туслă пурăнма, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулăшса, хавхалантарса пырĕ.

Ача сачĕ вĕрентỹпе воспитани ĕçĕн никĕсĕ шутланса тăрать. Çак никĕс çирĕп пултăр тесен кĕçĕн çулсенчех ачасемпе çанă тавăрса ĕçлеме тивет.

Çитĕнекен çамрăк ăрăва çирĕп те тарăн пĕлỹ парас, ăна пур енлĕ аталанса ỹсме пулăшас тĕллевпе час-часах ентешĕмĕрĕн вĕрентỹ мелĕсемпе тата кĕнекисемпе усă курма, вăл ачасене тĕслĕхпе тата юратупа воспитани пама сĕннине асрах тытма тăрăшатпăр. Ырăлăха куракан ачасем чунпа ырă кăмăллă пулма хăнăхса çитĕнеççĕ. Килте кĕçĕннисемшĕн ашшĕ-амăшĕ, ватăсем тĕслĕх вырăнĕнче пулсан, ача садĕнче вĕсене воспитатель улăштарать. Геннадий Никандровичăн сĕнĕвĕсем кирек хăш ỹсĕмшĕн те вырăнлă: «Аçу-аннỹне хисепле, вĕсемшĕн эсĕ яланах ача — пĕчĕк чухне те, ỹссе çитсен те, вăтам çулсене çитсен те. Санăн кашни утăму, кашни ĕçỹ — аçупа аннỹ умĕнче. Тĕрĕс те лайăх утăмусем вĕсене савăнăç кỹрĕç, тĕрĕс мар туни вара — хурлăх. Çавăнпа та аçупа аннỹне савăнтарма çеç тăрăш, вĕсене нихăçан та ан кулянтар. Яланах асту, пурнăç малаллах шăвать, эсĕ çитĕнетĕн, аçу-аннỹ ватăлать. Вĕсене малалла пурнăçра пулăш. Пĕчĕк чухне, ача чухне панă чун ăшшине аçупа аннỹне тавăрса пар. Эпир вĕсен умĕнче пысăк парăмра».

2-6 çулхи ача аслисене пысăк ĕç тусах пулăшаймасть паллах. Çапах та ăна вылянă хыççăн хăйĕн теттисене пуçтарса хума, апат çинĕ хыççăн чашăк-тирĕкне çуса хума, урайне шăлма вĕрентни ашшĕ-амăшне пулăш пулнине ачан пĕлмеллех.

Г.Н.Волков кашни хайлавĕнчех ваттисен сăмахĕ урлă ăса вĕрентсе калама тăрăшнă. «Чи пысăк инкек» калавăн пĕлтерĕшĕ тарăн шухăша ярать. Мĕн-ши этемшĕн чи пысăк инкек? Алă-ура çукки, илтейми, курми пулни, ăсран тайăлни. Çук иккен. Вĕсенчен пысăкрах инкек пур çĕр çинче. Юлхавлăх. Юлхав — чи пысăк инкек.

«Тăван киле телей кỹрекен пул», — тет академик. Пилĕк сăмах. Анчах вĕсенче мĕнле тарăн шухăш палăртать аслă вĕрентекенĕмĕр. Çакă ачан мĕн пĕчĕкрен тăрăшса вĕренмеллине, унтан алла специальность илсе çĕр-шыва юрăхлă çын, ыттисемшĕн, уйрăмах хăвăн ачусемшĕн, ырă тĕслĕх пулмаллине калать. Вара этем пурнăçĕ, ватлăхĕ канлĕ пулĕ. Унтах тепĕр шухăш çирĕплетет. Аçу-аннỹшĕн чи пысăк телей вăл — санăн тỹрĕ пурнăçу, ĕçченлĕхỹ, санăн ĕçри, вĕренỹри ỹсĕмсем.

Мĕн чухлĕ ăслă та тарăн шухăш академикăн сăмахĕсенче, вĕрентĕвĕнче. Çак шухăшсене çамрăк ăру патне çитернĕ чух вĕрентекен умĕнче çак тĕллевсем тăраççĕ: ачасем тỹрĕ чунлă, ăслă, сăпайлă, мал ĕмĕтлĕ пулса ỹсчĕр, ашшĕ-амăшне, ваттисене хисеплеме вĕренччĕр, Тăван çĕршыва, тăван чĕлхене юратма, хаклама хăнăхчăр.

Людмила КРЫЛОВА,
Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти «Илем» ача сачĕн воспитателĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code