Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Общество тĕрĕслевĕн витĕмĕ пысăк

Общество тĕрĕслевĕн витĕмĕ пысăк

Февралĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ, республикăн общество палати тата суйлав прависемпе процесĕсен центрĕн представителĕсем регионти массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе курнăçнă май мартăн 18-мĕшĕнче иртекен суйлава хатĕрленессипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ. Тĕп тĕллевсен шутĕнче çак ыйтусемпе граждансене те туллин паллаштарасси пулса тăрать.

Тĕл пулăва хутшăннисем чи малтанах суйлав бюллетенĕсене шутлакан тата тишкерекен çĕнĕ йышши комплекс (КОИБ-2017) мĕнлерех ĕçленипе паллашнă. Сăмах май, çакăн евĕр комплекспа маларах иртнĕ суйлавсенче те усă курнă, анчах та çĕнĕ йышши хальхи комплекс вĕсенчен хушма майсем пуррипе уйрăлса тăрать. Тĕслĕхрен, вăл электричество вăхăтлăха чарăнса ларсан та темиçе сехет ĕçлеме пултарать. Тĕл пулу участникĕсем çĕнĕ техникăна хакланă май, ăна тĕрĕслес тĕллевпе «улталама» хăтланса та пăхнă — бюллетеньсене лỹчĕркенĕ, тĕрлĕ символсем ỹкернĕ, темиçешер хут ярса сканерланă, анчах та «ăслă» техникăна ниепле те «пăхăнтарайман» — вăл пĕтĕм йĕркене пăхăнса ĕçленĕ, тĕрĕс бюллетеньсене анчах шута илнĕ. Ыттисене йышăнман е «тĕрĕс мар» тесе палăртнă.

Чăваш Енре пурĕ 125 КОИБ, вĕсем хулари пĕтĕмĕшле суйлав участокĕсен пысăк пайне тивĕçтерме çитеççĕ. КОИБсемпе ĕçлеме ятарласа пĕлỹ илнĕ 2-шер оператора çирĕплетĕç. Техника автоматика мелĕпе сасăсене палăртать тата пĕтĕмлетỹ протоколĕсене шута илет.

Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков журналистсене суйлава хатĕрленес ĕç-хĕл мĕнле пынипе паллаштарнă. Суйлав кунĕ 349 участокра видеосăнав камерисем ĕçлĕç, вĕсем пулăшнипе кирек кам та кирек хăш вăхăтра та суйлав ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма пултарать. Суйлав кампанийĕ вăхăтĕнче лăпкăлăх хуçаланать — йĕркене пăснă пысăк тĕслĕхсем çук. Çăхавсене пурне те вăхăтлă тĕрĕслеççĕ, вĕсен пысăк пайĕ тỹрре тухмасть. Общественноçăн тата йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен тимлĕхĕ саккуна пăсасран асăрхаттарать.

Кăçалхи тепĕр çĕнĕлĕх — суйлавçă суйлав кунĕнче — 2018 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче паспортра палăртнă пропискăпа пурăнакан вырăнта пулаймасан, çак кун унăн вăхăтлăх пурăнакан вырăнта сасăлама ирĕк пурри. Çапла тăвас тесен гражданинăн тивĕçлĕ заявлени çырмалла.

Чăваш Енри Общество палатин председателĕ Алексей Судленков пĕлтернĕ тăрăх, асăннă палата 25 тĕрлĕ общество организацийĕнчен тата активлă граждансенчен сăнавçăсен корпусне йĕркелет, вĕсен шучĕ кашни суйлав участокĕнче икшер пулĕ. Суйлав саккунне мĕнле пăхăннине тĕрĕслесе Общество палати тăтăшах мониторинг йĕркелет, йĕркене пăснă пысăк тĕслĕхсем пулман.

«За чистые выборы» Корпусăн» регионти координаторĕ Кирилл Лукин Суйлав прависен тата процесĕсен центрĕнче общество сăнавçисене вĕрентсе хатĕрлес ĕç мĕнле пыни пирки чарăнса тăнă. Вĕрентĕвĕн тĕрлĕ майне ĕçе кĕртнĕ кунта: онлайн мелĕпе, куçăмлă майпа е вырăна тухса занятисем йĕркелесси. Тĕп тĕллев — сăнавçа тĕрлĕ енлĕ хатĕрлесси.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code