Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăçăм – колхоз çитĕнĕвĕсем

Пурнăçăм – колхоз çитĕнĕвĕсем

Çакăн пек калать «Прогресс» хуçалăхра нумай çул зоотехник, тĕп зоотехник, каярахпа кадрсемпе ĕçлекен специалист пулса ĕçленĕ, пархатарлă ĕçĕшĕн «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ зоотехникĕ» ята, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне илме тивĕçлĕ пулнă Галина Георгиевна Баранова.

Галина Юркина /хĕр чухнехи хушамачĕ/ Вăрнар районĕнчи Уравăш ялĕнче 1938 çулта, колхозник çемйинче çуралнă. Вĕсем тăватă пĕр тăван: икĕ ывăл та икĕ хĕр ÿссе çитĕннĕ. Галина çемьере чи кĕçĕнни пулнăран, ашшĕне ас та тумасть. Вăрçă хирĕнчен юратнă арăмĕпе ачисем патне таврăнайман вăл. Хĕр пĕрчи «атте» сăмаха та каласа курман. Мĕн ачаранах амăшĕпе юнашар тăрса хирте тырă вырма, анасене çум курăкран тасатма тивнĕрен урамра та выляса ÿсеймен.

Вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн тăван районти Киров ячĕпе хисепленекен колхозра ĕçленĕ. Малаллахи пурнăçĕ пирки вăл çапла аса илет:

«1958 çулта Вăрнарти ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕтĕм. Тепĕр çулхинех йывăр чире пула, 54 çул анчах тултарайнăччĕ, анне вилчĕ. Ун хыççăн эпĕ яла качча тухнă аппа патĕнче пурăнма тытăнтăм. Зоотехник специальноçне алла илнĕ хыççăн ял хуçалăх министерствин направленийĕпе Елчĕк районне ĕçлеме килтĕм. Çакăншăн питех те савăнтăм. Мĕншĕн тесен Елчĕк районĕ яланах малтисен шутĕнче пулнине эпĕ малтанах пĕлнĕ. «Дружба» колхозра /хальхи «Прогресс»/ мана хапăлласа кĕтсе илчĕç. Çав çулсенче колхоза ертсе пынă Н.Московскипе тата ытти специалистсемпе паллашнă хыççăн мана Елчĕк фермине ĕçлеме вырнаçтарчĕç. Эпĕ пынă хыççăн кунта маларах аслă зоотехник пулса ĕçленĕ М.Кадышев района ĕçлеме куçрĕ.

Елчĕкре ĕне тата сурăх фермисем пурччĕ. 5 доярка ĕçлетчĕç: А.Николаева, Е.Никифорова, О.Кушманова, Л.Агеева, М.Лукиянова. Çăмăл марччĕ, вĕсен пур ĕçе те алă вĕççĕн тума тивнĕ. Выльăхсене пусăран шыв ăсса шăварнă. Витесем сивĕ, çутă пулманран хунар çутипе ĕçленĕ. Выльăх пăхакансем силосне, чĕкĕнтĕрне, улăмне хăйсемех урамран илсе кĕрсе ĕнесене валеçсе панă. Т.Иванов ферма заведующийĕ, Е.Трофимов бригадир пулса ĕçлетчĕç.

Çĕнĕ çулчченех мана тĕп зоотехник пулма çирĕплетрĕç. Выльăх пăхакансемпе уйрăммăн тĕл пулса калаçни те сахал мар пулнă. Кашни шухăша шута илнĕ, çитменлĕхсене пĕтересси пирки канашлура тухса калаçнă, тĕрĕс йышăнусем тунă.

А.Иванов председательте ĕçлеме тытăнсан кашни бригадăрах строительство ĕçĕсене пуçарса ячĕç, витесем, складсем хăпартрĕç. Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессине те çулсеренех ÿстерсе пыма тытăнтăмăр. Сăвăнакан ĕнесен ăратлăхне лайăхлатас тĕллевпе хамăр районти «Победа» колхозран, Улатăр тăрăхĕнчен нумай тына пăру туянаттăмăр. Вĕсене урăх облаçсенчен кÿрсе килни те пулнă. Каярахпа хамăр пысăк пултарулăх шантаракан лайăх пăрусем сутма пуçларăмăр.

Дояркăсен хавхаланăвĕ те пысăк пулнă, ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн вĕсене сĕт, вымпел укçине хушса тÿленĕ. Пĕрремĕш комплекслă бригадăри Н.Енейкина сĕт сăвассипе ялан малти пулнине нумайăшĕ халĕ те астума тивĕçлĕ. Вăл – Ленин орденĕн кавалерĕ. Н.Трифонова дояркăна пархатарлă ĕçĕшĕн Ĕç Мухтавĕн /3-мĕш степень/ орденĕпе чысланă. Иккĕмĕш комплекслă бригадăри Е.Никифорова ĕне сăвакан Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи çитĕнÿсем, паллах, фермăсен заведующийĕсенчен нумай килнĕ. Вĕсен сăнарĕсем те паянхи пекех куç умĕнче: пĕрремĕш бригадăри М.Миллин, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ П.Доброхотов, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ А.Доброхотов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ Е.Дмитриева, иккĕмĕш, виççĕмĕш бригадăсенчи Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕсем – К.Миллина /вăл – Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ те/, М.Филатова, А.Данилов, Л.Шашкова. Нумай çул осеменатор пулса вăй хунă А.Скворцова, ветеринари службинче çак вăхăтченех тимлекен Н.Разумова ырăпа аса илетĕп.

Пирĕн районти хальхи вăхăтри чăх-чĕп фабрикине «Прогресс» колхоз вăйĕпе туса лартнă. Ăна йĕркелесе хута ярас ĕçре А.Доброхотов тивĕçлĕ тÿпе хывнă, кайран вăл кунта заведующи пулса ĕçлерĕ.

…4 председательпе /Н.Московский, А.Иванов, Н.Миллин, М.Разумов/ ĕçлерĕм. Анчах иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем хыççăн самана улшăнма пуçланипе усă курса колхоза чăл-пар салатас текенсем те сахаллăн пулмарĕç. Пултаруллă ертÿçĕ, хăйĕн сăмахне çирĕп тытма пултаракан Н.Миллин ертсе пынипе самана таппинчи тăнăç мар лару-тăруран хăтăлса юлма май пулчĕ. Çапла майпа районта пĕртен-пĕр «Прогресс» колхоз малтанхи пекех пысăк йышра сыхланса юлчĕ».

Юратнă хĕрĕ çул çинчи инкекре сарăмсăр вилнĕ, йывăр чире пула мăшăрĕпе ывăлĕ ытла çамрăкла пурнăçран уйрăлса кайнă пулсан та Галина Баранова чунне хытарать, çын умĕнче куççульне те кăтартмасть. Шупашкарта тухтăр пулса ĕçлекен кĕçĕн хĕрĕ Ирина амăшне тунсăхлама памастех, Елчĕке килсе çÿреме вăхăтне тупатех. Мăнукĕсемпе вара Галина Георгиевна, чăннипех, савăнать. Вĕсем çĕршыва сыхлас ĕçе суйласа илнĕ. Михаил тата Сергей – çар офицерĕсем. Вĕсем иккĕшĕ те Санкт-Петербургри çар академийĕнче вĕреннĕ, хальхи вăхăтра çĕршывăн ирĕклĕхне чыслăн упраççĕ.

Л.МОЛОДОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code