Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хаçата куçлăхсăрах вулать, саманапа тан пырать

Хаçата куçлăхсăрах вулать, саманапа тан пырать

Мучар ялĕнче пурăнакан Евдокия Шмелева 100 çул тултарчĕ.

Вăрăм ĕмĕрлĕ хĕрарăмăн хĕрне — Валентина Смирновăна тахçанах паллатăп. 43 çул сывлăх хуралĕнче тăрăшнă сăпайлă хĕрарăм çепĕç те ăшă калаçăвĕпе, çынна яланах пулăшма хатĕр пулнипе ял çинче пысăк хисеп çĕнсе илнĕ. Валентина Алексеевна Çирĕклĕ Шăхалĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.

Куславкка районĕн пики Мучар каччипе — Геннадий Смирновпа Шупашкарта паллашнă. Валентина медсестрара ĕçленĕ. Геннадий физикăпа математика учителĕ пулас тесе аслă шкулта вĕреннĕ. Çамрăксем çемье чăмăртасан Мучара таврăннă. Пысăк кирпĕч çурт хăпартнă. Туслă та ăшпиллĕ çемьере икĕ ача çитĕннĕ. Вĕсем халĕ Шупашкарта тĕпленнĕ. Чылай çул Çирĕклĕ Шăхаль, пенсие тухсан Тĕмер шкулĕсенче физика предметне вĕрентнĕ Геннадий Алексеевич çулталăк каялла пурнăçран уйрăлнă. Хальхи вăхăтра Валентина Алексеевна амăшĕпе, Евдокия Павловнăпа, кун кунлать.

— Юрать, анне пур. Пĕччен мĕнле пурăнмалла? Кỹршĕ-аршăра та никам та çук. Чаплă çуртсем те пушă лараççĕ, — пăшăрханăвне пытармасть нумаях пулмасть 74 çул тултарнă хĕрарăм.

Евдокия Павловна мăшăрĕ вилнĕренпех, 30 çул каялла, Валентина хĕрĕ патне куçса килнĕ. Кĕрỹшĕпе хĕрĕ, мăнукĕсем питĕ лайăх пăхнă ăна, халĕ ытларах хĕрĕпе юнашар.

— Евдокия Павловна, хăвăрпа паллаштарăр-ха? Ăçта çуралса ỹснĕ эсир? — ыйтатăп 100 çулхи кинемирен.

— Эпĕ Вăрмар районĕнчи Çиçтĕпе ялĕнче çуралса ỹснĕ, — терĕ вăл.

Питĕ паллă ял. Мана тỹрех шкулта вĕреннĕ юрă аса килчĕ:

…Çиçтĕпе ялĕнче ỹснĕ Лена, Ленук,
Çĕршыва вăл юратнă чунтан…

— Çапла, çапла, Лена партизанкăпа пĕр ялта çуралса ỹснĕ анне, — калаçăва хутшăнчĕ Валентина Алексеевна.

— Лена Степанова пире хирĕç пурăнатчĕ. Манран кĕçĕнрехчĕ вăл. Питĕ маттур хĕрччĕ, — пĕлтерчĕ Евдокия Павловна.

Люся (çапла чĕннĕ юбиляра пĕчĕккĕ чухне) ялти шкулта 4 класс пĕтернĕ хыççăн 5-6 çухрăмри Кавал шкулне çỹренĕ. Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Улатăрти педучилищĕре вĕреннĕ.

— Ачалăх темле йывăр пулнă тесе калас килмест манăн. Атте пирĕн почтăра ĕçленĕ, çавăнпах ачисене вĕрентме тăрăшнă, алăра укçа-тенкине те тыткаланă, — тет Евдокия Павловна.

Çамрăк учительница Шупашкар районĕнчи шкулсенче кĕçĕн класс ачисене вĕрентнĕ. Унтан Куславкка районĕнчи Карач ялĕнчи Алексей Шмелевпа пĕрлешсе Атăл хĕрринче пурăнма пуçланă. Кунти арçынсем ытларах пулă тытса пурăннă. Алексей Иванович ĕçчен, çемьешĕн тăрăшакан арçын пулнă. Мăшăрне питĕ юратнă. Тăтăшах чирлесе тăнăран йывăр ĕç тутарман. Вăл та мăшăрĕпе пĕрле шкулта тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă. Чире пула хăрах алли лайăх ĕçлейменрен Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăнайман арçын.

Шмелевсем пилĕк ача çуратса ỹстерсе воспитани панă. Пурте пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Виççĕшĕ аслă, иккĕшĕ ятарлă вăтам пĕлỹ илнĕ.

1984 çулта Алексей Иванович çĕре кĕнĕ. Тĕрлĕ чирпе аптăрасах тăракан амăшне ачисем килне пĕччен хăварас темен. Малтанах хулара ывăлĕсем патĕнче хăтлăх тупнă, каярахпа ял сывлăшĕпе сывласа киленес тесе Мучара килнĕ.

Евдокия Павловнăн тăватă ывăлĕ те Шупашкарта ĕçлесе пурăннă. Шел, иккĕшĕ амăшĕн 100 çулхи юбилейне килеймен. Çĕре кĕнĕ вĕсем.

— Анне чир-чĕрпе нушалансах çак тарана çитрĕ. Темиçе операци витĕр тухрĕ, — тет Валентина Алексеевна. — Пиччепе шăллăмсем тăрăшнипех кашни çулах кану çурчĕсенче сипленчĕ. Аннене яланах лайăх пăхма тăрăшнă. Хам медицина ĕçченĕ пулнăран унăн сывлăхне упрама та май килчĕ пулĕ.

Амăшне пỹртре те çавăтса çỹремелле. Çулла урама тухма коляска пур.

Евдокия Павловна иккĕмĕш ушкăн инваличĕ. Ỹксе хытă аманнă. Çавăнпа тăтăшах тимлĕх кирлĕ. Çăмăл мар ăна пăхасси. Çапах анне çумра пулни мĕн пысăкăш телей! Çакна лайăх ăнланать хĕрĕ. Евдокия Павловна питĕ пуян: унăн çичĕ мăнук, сакăр кĕçĕн мăнук тата кĕçĕн мăнукĕн пĕр мăнукĕ. Вĕсене сăнран паллать.

— Аннен пилĕк сыпăкри йăх-несĕле курма тỹр килчĕ. Акă, Тимур мăнукăм Чăваш наци радиовĕнче ачасен передачине ертсе пынă çĕрте ĕçлет те мăн кукамăшне юбилейпе саламласа юрă парнелерĕ, — тет Валентина Алексеевна.

— Питĕ нумай пурăнатăп, хам миçе çула çитнине те калама пĕлместĕп, — тет юбиляр.

Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Кошкин Евдокия Шмелевăна пĕр ĕмĕре çитнĕ ятпа саламласа Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламне вуласа пачĕ.

— Çĕршыв Президентне Путина лайăх пĕлетĕп эпĕ, — терĕ Евдокия Павловна хавхаланса.

Ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсен хаваслă юррисене кăмăллăн итлесе ларчĕ вăл. Пит-куçĕнче пĕркеленчĕксем нумай пулсассăн та пĕр ĕмĕре хыçа хăварнă тесе калас килмест ăна. Тăнпах пуплет, иртнине чылайăшне маннă пулсан та, хăш-пĕр самантсене астăвать. Телевизор пăхма кăмăллать, хаçат вулать. Акă вăл Президент саламне алла илчĕ, хальхинче хăех вулама пуçларĕ…

В.СМИРНОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Л.Кошкин Е.Шмелевăна саламланă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code