Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Типĕ сĕт кỹрсе килме чарнă

Типĕ сĕт кỹрсе килме чарнă

Раççейри ял хуçалăх надзорĕ Раççее Беларуç çĕршывĕнчен типĕ сĕт тата сĕт продукчĕсем илсе килессине чарса лартнă.

Сĕтсĕр пуçне пастеризациленĕ, стерилизациленĕ, çăратнă, пуянлатнă хăйма, типĕ тăпăрчă, çавăн пекех тăпăрчăпа сĕт белокĕн концентрачĕсем те кỹрсе килме чарнă продуктсен йышне кĕреççĕ. Чарăвăн тĕп сăлтавĕсенчен пĕри — хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене тивĕçтермен сĕт продукчĕсем кỹрсе килессине çав-çавах малалла тăсни. Тепĕр сăлтав та пур — çусăрлатнă типĕ сĕте пирĕн пата илсе килесси ỹсни продукци тирпейлекенсене вырăнти чĕр тавара сутăн туянассине чакарма хистет. Çакă халăхран туянакан сĕтĕн сутлăх хакне палăрмаллах чакарасси патне илсе çитерчĕ, ку чухне ĕнесен йышĕ чакас хăрушлăх тухса тăрать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code