Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чи вăйлисене палăртрĕç

Чи вăйлисене палăртрĕç

Пушарнăйсем кашни пушартах пурнăçпа вилĕм хушшинче тăраççĕ. Ахальтен мар çак службăна çирĕп сывлăхлă тата пысăк вăй-халлă, йывăрлăхсенчен хăраман çынсене илеççĕ.

Иртнĕ эрнере районта «Чăваш Республикинчи пушара хирĕçле служба» хысна учрежденийĕн подразделенийĕсен хушшинче /пурĕ 12 команда/ республика шайĕнчи ăмăрту иртрĕ. Участниксене чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, «Чăваш Республикинчи пушара хирĕçле служба» хысна учрежденийĕн начальникĕ Герман Михайлов саламларĕç, çынсен пурнăçĕпе сывлăхне, пурлăхне упраса хăварас тесе хăйсен сывлăхне хĕрхенмесĕр куллен тăрăшакансене пысăк тав сăмахĕ каларĕç.

Тĕрлĕ районсемпе хуласенчи пушарнăйсем чи малтанах теори заданисенче тĕрĕсленчĕç. Унтан ятарлă тумсене тăхăнса «газпа тата тĕтĕмпе тулнă тĕттĕм лабиринтран пушарта инкек тÿснĕ çынсене çăлас» тесе ăмăртрĕç.

– Пушар хурал сотрудникĕ куллен тĕрĕслевре. Ĕçченсем хушшинче çулсерен ăмăртусем йĕркелени пире ăс-тăн тĕлĕшĕнчен çивĕч, сывлăхлă, çирĕп те вăр-вар пулма, инкеклĕ лару-тăрăва маларах курса тата ăнланса пыма, нушана лекнĕ çынсене вăхăтлă пулăшу парса синкерлĕ лару-тăрăва кĕске вăхăтра тата пысăк çухатусемсĕр сирсе яма пулăшса пыраççĕ, – палăртрĕ Герман Михайлов.

Сăмах май, çакăн евĕр тупăшусемсĕр пуçне пушарнăйсем ĕçе килсен кашни кун ятарлă расписанире палăртнă занятисем витĕр тухаççĕ. Ятарлă методика планĕсем хатĕрлесе вĕрентÿ занятийĕсем ирттерни шкулти уроксене аса илтереççĕ. Вĕсен шутне теори тата практика сехечĕсем /ÿт-пĕве çирĕплетесси, нормативлă документсене тишкересси, пушар сÿнтермелли хатĕрсене тата ĕç мелĕсене аса илесси/ кĕрет. Кунтах инкеке лекнисене пĕрремĕш пулăшу парас мелсене аса илеççĕ.

Хĕрÿ тупăшура чи вăйлисем тата харсăррисем ята Тăвайсем çĕнсе илчĕç. 2-мĕш вырăнта – Комсомольскисем, 3-мĕшĕнче Патăрьелсем пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсене савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code