Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мăнкуна пĕрле кĕтсе илер

Мăнкуна пĕрле кĕтсе илер

Пĕтĕм тĕнчери христиан халăхсем Христос вилĕмрен чĕрĕлсе тăнине асăнса праçник тăваççĕ. Праçниксенĕн праçникĕ, савăнăçсенĕн савăнăçĕ, Мăнкун çинчен калаççĕ.

Пирĕн районти Аслă Елчĕк ялĕнче Христос Чĕрĕлнĕ ячĕпе чиркỹ тăрать. Вăл 1903-1930 çулсенче ĕçленĕ. 1996 çулта чиркỹ çĕнĕрен ĕçлеме пуçланă. Анчах та ĕлĕкхи чиркỹ çурчĕ сыхланса юлманран вăтам шкулăн кивĕ çуртĕнче кĕлĕ çурчĕ уçнă.

2009 çулта кĕлĕ çурчĕ кивелсе пынине кура чиркĕвĕн çĕнĕ çуртне тума тытăнтăмăр. Пĕлтĕрхи декабрь вĕçне çи виттине витсе, алăксемпе чỹречесене лартса, çутă кĕртсе, тулти ĕçсене вĕçлерĕмĕр.

Паянхи куна, пурте пĕрле кар тăрса тăрăшнипе, Мăнкуна пуçласа çĕнĕ чиркỹре, савăнăçлă кĕтсе илес тетпĕр, шалти ĕçсене пурнăçлатпăр.

Çулран-çул пулăшу аллине тăсакан, çак пархатарлă та чуна çăлăнăç кỹрекен ĕçе хутшăнма кăмăл тунă ырă чунлă çынсене: Валерий Петрович Падуева, Вадим Владимирович Чернова, Валерий Николаевич Кантеева, Андрей Анатольевич Светлова, Александр Анатольевич Светлова, Владимир Николаевич Смолина тата уйрăм ĕçлекенсене -_ Алексей Витальевич Горшкова, Игорь Алексеевич Горшкова, Сергей Николаевич Казначеева, Валерий Михайлович Немцева, çак сăваплă ĕçе хутшăнакан ытти ял-йыша чун- чĕререн пысăк тав сăмахĕ калатăп.

Турă сире пурне те пулăшу аллине тăсма килĕшнĕшĕн пурнăçра яланах Хăйĕн пиллĕхĕпе пулăшса пытăр. Эпир те сирĕн, сирĕн çемьесен сывлăхĕшĕн, сирĕн ĕçĕрсен ăнăçлăхĕшĕн Турра яланах кĕлтуса тăрăпăр.

Пурне те Мăнкуна çĕнĕ чиркỹре кĕтсе илме чĕнетпĕр!

(Чиркỹ строительстви çинчен информаципе эсир ун сайтĕнче — www.hramvh.prihod.ru — паллашма пултаратăр).

Прихут настоятелĕ МАКСИМ протоиерей.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code