Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Акци йĕркелеççĕ

Акци йĕркелеççĕ

Кăçалхи март уйăхĕн 12-23-мĕшĕсенче пĕтĕм Раççей шайĕнче «Вилĕмпе ăçта суту-илỹ тунине пĕлтер» ятпа наркотике хирĕçле акци иртет.

Акцие наркотикпе суту-илỹ тăвассине, унпа усă курассине хирĕç кĕрешес тата профилактика ĕçне общественноçа анлă явăçтарас, ку енĕпе оперативлă информаци йышăнас, наркоманипе чирлисене вăхăтра консультаци тата сиплев пулăшăвĕ парас тĕллевпе йĕркелеççĕ.

Инкек тỹснисем тата наркотикпе суту-илỹ тăвакансем пирки хыпарлас текенсем районти полици пайне 2-54-75 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме пултараççĕ.

А.АЛЕКСЕЕВ,
полицин Елчĕк районĕнчи пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code