Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕршыв тăнăçлăхĕшĕн

Çĕршыв тăнăçлăхĕшĕн

Халăхăн пĕр пайне мобилизацилесси пирки тунă йышăнăва Елчĕк районĕнче пурăнакансем ăнланса йышăнчĕç — Раççей тăванла халăхсене Киевăн нацистла режимĕнчен хỹтĕлеме тивĕç. Çавăн пекех çур çул ытла Украина территорийĕнче ятарлă çар операцийĕнче çапăçакан хамăрăн салтаксене те пулăшу кирлĕ.

Мобилизацие çарта пулнă, çар-учет специальноçĕллĕ, урăхла каласан, çарта тивĕçлĕ хатĕрлев иртнĕ çынсене илеççĕ. Вĕсене тỹрех передовойне ямаççĕ, хатĕрленỹ центрĕсенче çар ăсталăхне вĕренсе çитсен çеç ăсатаççĕ. Мобилизацине лекнисене темиçе тапхăрпа ячĕç. Салтаксем, вĕсен тăванĕсем, тус-юлташĕсем, çывăх çыннисем чи малтанах Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссариатне пухăннă. Комсомольски ялĕнче икĕ районтан мобилизациленнĕ çамрăксемпе ĕнерхи çар çыннисене инçе çула тухас умĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, ЧР Физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕсем Леонард Левыйпа Александр Осипов, тĕн представителĕсем (пирĕн районтан — Силуан иеромонах), ашшĕ-амăшĕ, тус-юлташĕсем тата ыттисем ырă та такăр çул суннă. Кашниех вĕсем çирĕп сывлăхпа вăй-халлă пулма, салтак тивĕçне тỹрĕ чунпа пурнăçлама, тăшмана тĕп туса каялла ырă-сывă таврăнма сĕннĕ.

Чăваш салтакĕсем пирки кирек хăçан та ыррине анчах илтме пулать. Ăсату кунĕнче çакна пусăмлатса палăртнă ертỹçĕсем. Çар командованийĕсем пирĕн ентешсемпе кăмăллă-мĕн. Вĕсем дисициплинăна çирĕп пăхăнаççĕ, пуçарулăхпа уйрăлса тăраççĕ, хушнине тĕплĕн пурнăçлаççĕ.

— Эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тăшмана хирĕç тăнă йăх-несĕлсен паттăрлăхне асра тытатпăр. Халĕ Тăван çĕршыва хỹтĕлеме пирĕн вăхăт çитрĕ, — çапла çирĕппĕн палăртнă мобилизациленнĕ граждансем.

Вĕсене халăх çара чăваш йăли-йĕркине пăхăнса ăсатнă. «Салтака тутăр парнеле» акцие хутшăнса тĕрленĕ сăмса тутрисене хĕрсемпе-хĕрарăмсен аллисенчен илнĕ май салтаксен сăн-пичĕсем йăл кулăпа çуталнă.

Хаклă çынсене тивĕçе чыслăн пурнăçласа каялла ырă-сывă таврăнасса куç пек кĕтетпĕр.

Сăн ỹкерчĕкре: çар ретне тăраççĕ çамрăксем — Патреккелĕнчи Сергей Миловидов, Геннадий Петров.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code