Электронлă сигаретра усă куракан шĕвекре никотин пур, вăл туртас килнине вăйлатать тата организма хавшатать. Никотинсăр электронлă сигарет та пур паян. Анчах унăн шĕвекĕнче сывлăха витĕм кỹрекен тата сисчĕвлентерекен япала нумай. Пăсланнă май табак тĕтĕмĕн шăршине — ванилин, цитрус е ментол хушнине — аса илтерет. Техĕм кĕртекен япаласем аллерги пуçарас хăрушлăх кун пек чухне ỹсет паллах.
Чылай çĕршывра, тĕслĕхрен, Японире, Англире, Корейăра, электронлă сигаретăн сиенне тупса палăртнă. Электронлă сигаретпа усă куракансем сывлăха хавшатнипе пĕрлех вăхăта та, укçа-тенке те çухатаççĕ.
Çавăнпа табака та, электронлă сигарета та пачах туртма пăрахмашкăн сĕнетпĕр.
Р.ШАКОВА.

