Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Наркотикпа тан

Наркотикпа тан

Табак туртни этемлĕхшĕн çивĕч ыйту пулса тăчĕ. Ахальтен мар ăна эпидемипе танлаштараççĕ. Ăсчахсем çирĕплетнĕ тăрăх сиенлĕ йăлана пула тĕнчере кашни 6 çеккунтра пĕр çын вилет, çуллен — 5 миллион, Раççейре — 500 пине яхăн.

Тĕрĕссипе, табак сиенĕ пирки пурте, çул çитменнисенчен пуçласа аслă ăрурисем таранах, аван пĕлеççĕ. Чылайăшĕ унăн серепине хăй çакланмасса шанать. «Пĕрре-иккĕ туртатăп та чарăнатăп», — тесе шухăшлать. Никотин — хăватлă наркотик, ăна хăнăхса çитнине çын туйса та ĕлкĕреймест. Туртма пăрахсан никотин лекменнипе организм канăçсăрланма тытăнать, çын ыйхине çухатать, хăйне тем çитмен пек туять. Пирус тĕтĕмĕ кăна лăплантарма пултарать ăна. Наркăмăша хăнăхса çитнĕ организм пысăкран та пысăкрах доза ыйтать. Кунне пĕр пирус туртнинчен тытăннисене пĕр пачка та çитми пулать. Унашкаллисем хăрушă серепене хăйсен ирĕкĕпе çакланаççĕ. Çакă, паллах, сывлăха сиен кỹрет. Табак тĕтĕмĕн тытăмĕнче — 4000 ытла хими япали. Мăкăрланакан пируса хими завочĕпе танлаштарма май килет. Уйрăмах сиенлисем — никотин, бензопирен, сĕрĕм газĕ, канцероген сăмали (онкологи чирĕсене пуçарса яраканни), радиоактивлă изотопсем, азот пĕрлешĕвĕсем, йывăр металсем (чĕркĕмĕл, кадми, никель, кобальт тата ытти). Хими реакцине кĕрсе вĕсем хăйсен сиенлĕхне татах вăйлатаççĕ, сывлăха хавшатаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code