Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăх кун-çулĕ сыхланать

Халăх кун-çулĕ сыхланать

1720 çулта шăпах çак кун I Петĕр патша «Тĕп регламент тата Устав» указа алă пусса çирĕплетнĕ. Унта патшалăх учрежденийĕсен докуменчĕсене архива упрама памаллине тата архивсен çак документсене шута илсе пымаллине палăртнă. Çак ĕçсене туса пыракана актуариус тенĕ.

Районта архив ĕçĕ-хĕлĕ 1936 çулта пуçланса кайнă. Вăл тĕрлĕ çĕрте вырнаçнă. Хальхи вăхăтра архив район администрацийĕн çуртĕнче вырнаçнă. Архив пайĕ ĕçĕсене йĕркелесе пыма хăтлă та çутă кабинет тата документсем упрама ятарласа пỹлĕм уйăрса панă. Документсем тимĕр сентресем çинче, чылайăшĕ курупкасенче типтерлĕн упранаççĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 178 фондра 20789 документ шутланса тăрать.

Архивра 1928 çултан пуçласа паянхи кунчченхи документсем сыхланаççĕ. Кунта ял канашĕсен докуменчĕсем, хуçалăх кĕнекисем, 1930 çулсенче пуçланса кайнă ял хуçалăх артелĕсен, çавăн пекех тĕрлĕ организаципе учрежденисен тата предприятин докуменчĕсем ытларах.

Архива документсемпе комплектаци списокне кĕрекен 50 организаципе учреждени, предприяти пуянлатса тăраççĕ. Кашни çулах декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне çак организацисенче паспортизаци ирттеретпĕр. Çак кăтартусем тăрăх çитес çул валли план хатĕрлетпĕр. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ алă пусса çирĕплетет. Паспорт кăтартăвĕсем тăрăх яланах упранакан документсем 3161 шутланаççĕ. Вĕсенчен 2215-шĕ эксперт комиссийĕ витĕр тухнă. Ĕç кĕнекисем 8520, вĕсенчен 8039-шĕ комисси витĕр тухнă. Çулталăк хушшинче организацисенче яланах упранакан 315 документ пуçтарăнать.

Документсене архива упрама париччен ĕç сахал мар. Организацисенчи тĕрлĕ документсенчен чи кирлине кăна суйласа илмелле. Çак ĕçсене туса ирттерме ĕç номенклатури пулăшать те. Вăл кашни организаципе учрежденире, предприятире пулмаллине кашни çулах аса илтеретпĕр. 2017 çулта асăннă документа ял тăрăхĕсем вăхăтлă туса пĕтерчĕç. Ял хуçалăх производство кооперативĕсен ертỹçисен те çак ĕçрен пăрăнса юлмалла мар.

Документсене упраса хăварасси архив ĕçченĕсенчен çеç мар, чи малтанах организацисемпе учрежденисенче, предприятисенче ĕçлекенсенчен те килет. Вĕсем паян ĕç укçи тỹленипе кăна çырлахмалла мар, çынсен тата хăйсен малашне пенси çулĕсем çитесси пирки те шутламалла. Чылай документ архива çитиччен çухални пăшăрхантарать.

2017 çулта архив 1276 ыйту йышăннă, 1222-шне тулли хурав панă. Вĕсене, регламентпа килĕшỹллĕн, 1 уйăхра хуравлама тăрăшатпăр. Район архивне ыйтусем ытларах электрон мелĕпе е нумай функциллĕ центр урлă килеççĕ. Телефонпа шăнкăравлакансем те йышлансах пыраççĕ. Пĕлтĕр тĕрлĕ юридика ĕçĕсене пăхса тухса архив докуменчĕсенчен 222 копи туса панă. Кулленхи ĕçре кивĕ документсене йĕркене кĕртсе пыратпăр. Иртнĕ çул район архивĕ 3 организацинче комплекслă тĕрĕслев ирттернĕ. Документсене яланах типтерлĕ упрама тăрăшмалла. Вĕсенче — районти халăхăн кун-çулĕ.

Т.ПУПИНА,
район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code