Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ырă тĕшĕ» шыравĕ

«Ырă тĕшĕ» шыравĕ

Ял хуçалăх тытăмĕ аталанасси пулас специалистсене мĕнлерех хатĕрленинчен килет. Кунта вĕрентекен ăсталăхĕ пысăк вырăн йышăнать паллах.

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче кăçал кăна ĕçе пикеннĕ Надежда Данилова преподаватель яваплă миссийĕ çинчен малтанах шухăшланă. Çавăнпах пулас ветеринарсене, зоотехниксене «Выльăх-чĕрлĕхе апатлантарасси» дисциплинăпа пĕлỹ пама пуçласанах кашни занятие тĕплĕн хатĕрленсе кайнă. Çамрăкăн тĕпчес туйăмĕ пысăккине вĕрентекенсем вăл студент чухнех асăрханă, çавăнпа диплом илсен аспирантурăна кĕме сĕннĕ.

Виçĕ çул каялла асăннă аслă шкулти биотехнологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă хĕр ăслăлăх хутлăхĕнче хăйĕн йĕрне тĕллевлĕн хывать. Хальхи вăхăтра вăл студентсемпе лекцисемпе практика занятийĕсем ирттернисĕр пуçне диссертаци çырать. Наука ĕçне хỹтĕлеме ĕмĕтленекенскер çамрăк ăсчахсемпе аспирантсен хушшинче иртекен тĕрлĕ ăмăрту-конкурса хутшăнма та вăхăт тупать. Нумаях пулмасть Надежда Даниловăна академи коллективĕ черетлĕ çитĕнỹпе саламланă: хастар та çивĕч хĕр Раççей Федерацийĕн Правительствин стипендиачĕ пулса тăнă.

— Академи ертỹлĕхĕ çакнашкал хавхалантарма мана суйлани кăмăла çĕклет паллах. Ăслăлăх ĕçĕ ячĕшĕн аппаланнине, çиелтен шăйăрнине юратмасть, çавăнпа та вăхăт тупăнсанах пусăрăнса ĕçлеме тăрăшатăп. Наука статйисемпе публикацисен шутне ỹстерсех пыратăп. Паллах, тавра курăм аталанăвĕшĕн тĕрлĕ симпозиум-конференцие тухса çỹрени вырăнлă. Маларах Самар хулине кайнăччĕ, пĕлтĕр Ижевскра çамрăк ăсчахсен, аспирантсен тата студентсен йышĕнче чи лайăх наука ĕçне палăртассишĕн пынă ăмăртăва хутшăнса малти вырăна тивĕçме май килчĕ, — каласа кăтартрĕ Надежда Владимировна.

— Ытла «типĕ» вĕт-ха ăсчахăн ĕçĕ, эсĕ вара — çамрăк, илемлĕ… — шахвăртса калаçни вырăнлах маррине пĕлсех ыйтатăп хĕртен.

— Темиçе çул каялла эпĕ те çаплах шухăшланă-тăр. Кирек мĕнле ĕçĕн те хăйĕн ырă тĕшши пур, ăна курма пĕлсен кичемлĕх çинчен аса та илмĕн. Тĕрĕссипе, эп ял хуçалăх аслă шкулне килсе лекни те «ырă тĕшĕ» шыравĕпех çыхăннă. Анне, Алина Леонидовна, эпĕ медицина енĕпе вĕренме каясса кĕтетчĕ. Унăн ĕмĕтне тỹрре кăларасчĕ тесех Елчĕкри тăван шкулта биологи, хими предмечĕсене çине тăрса шĕкĕлчеттĕм. Иккĕмĕш сыпăкри аппа, Настя Иванова, манран икĕ çул маларах аттестат илнĕскер, ял хуçалăх академине вĕренме кайрĕ. Яла килетчĕ те аслă шкул пурнăçĕ çинчен эх! мĕн тери кăсăклă каласа кăтартатчĕ. Çăвар карса тенĕ пек итлесе лараттăм, студентсене ăмсанаттăм та. Шкул сакки çинчен тăрсан ăçталла çул тытасси çапла хăйне-хăех уçăмланчĕ, — терĕ пике.

Амăшĕ аслă хĕрĕ хăйне итлеменшĕн кăмăлсăрланнине нихăçан та палăртман. Вырăнти сысна ĕрчетекен хуçалăхра вăй хураканскершĕн Надежда халĕ ĕнтĕ чăн-чăн менеджер пулма та хатĕр — çавра сăмсаллă выльăха мĕнпе апатлантарсан вырăнлă пулнине çывăрнă çĕртен вăратсан та калама пултарать.

Икĕ çул каялла мал ĕмĕтлĕ хĕр «Апат хатĕрлессин тата выльăх-чĕрлĕхе туллин апатлантарассин хальхи йышши технологийĕсем» темăпа Мускаври К.А.Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академийĕнче квалификацие ỹстермелли вĕренỹре пулнă. Аслă шкул территорийĕнче вырнаçнă Ботаника сачĕ хушăран халĕ те куç умне тухать-мĕн. Калаçăва тăван академи пуласлăхĕ çинелле куçарсан вĕренỹ пĕр-пĕр корпусĕ çумĕнче шăпах çавнашкал сăнав лапамне курма ĕмĕтленнине пытармарĕ вăл. «Акă ăçта студентсем çĕнĕ сортсем хатĕрлесе кăларма пултарĕччĕç!» — уçăмлатрĕ шухăшне. Академире юлашки çулсенче ырă улшăну йышлă пулнине палăртма та манмарĕ.

Ирина ПУШКИНА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code