Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кубок – Елчĕксенче

Кубок – Елчĕксенче

Совет Çарĕн Германири ушкăнĕнче службăра тăнă Чăваш Енри ветеранĕсен пиллĕкмĕш спартакиади Шупашкар районĕнче иртрĕ.

Унта 17 команда хутшăнчĕ. Ултă тĕрлĕ ăмăртура вăй виçрĕç Елчĕк районĕнчи ГСВГ организацийĕн ĕнерхи салтакĕсемпе офицерĕсем. Чи малтанах 60 çул тултарман ветерансем хушшинче В.Соколов 100 метра чупрĕ, начар мар кăтартупа савăнтарчĕ. 60 çултан аслăрах Н.Павловпа А.Анисимов 60 метрлă дистанцие парăнтарса пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Кире пуканĕ йăтассипе тупăшу хĕрÿ пычĕ. 16 кг кире пуканне 67 хут йăтса В.Соколов иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. А.Анисимов, В.Мясников, Н.Павлов ытти ăмăртусенче командăна лайăх очкосемпе пуянлатрĕç.

Волейбол выляссипе Елчĕксене çĕнтерекенсем пулмарĕç. Финалта Красноармейски районĕн командипе тĕл пулчĕç. Районăн туслă команди 2:0 шутпа çĕнтерсе пĕчĕк кубок çĕнсе илчĕ.

Ăмăртусене пĕтĕмлетнĕ хыççăн Елчĕксем куçса çÿрекен кубока виççĕмĕш хут алăран ямарĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Красноармейскисемпе Йĕпреçсем пайларĕç.

Тупăшăва хутшăннă В.Соколов, В.Мясников, Г.Баранов, А.Скворцов, А.Анисимов тата 68 çулхи В.Сазонов ырă сăмахсене тивĕçлĕ. Пире ГСВГ-ВД ветеранĕ, Яманчÿрелĕнче пурăнакан В.Акимов хăйĕн транспорчĕпе ăмăртăва кайса килме пулăшрĕ. Тавах ăна.

Н.ПАВЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code